Юрă-ташă туслăха çирĕплетет

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 17.07.2019, 15:43 Просмотров: 292

Хурăнсур Çармăсра хастар та пултаруллă çынсем пурăнаççĕ. Хура тар тăкса ĕçлеме те пултараççĕ вĕсем, вăхăт çитсен чун туличчен канма-савăнма та пĕлеççĕ.

Юрра-ташша çав тери ăста, хăна-вĕрлене те яланах хапăл. Çавăнпах ĕнтĕ тăван ялăн 340 çулхи праçникне те республика шайĕнче уявласа йышлă тус-тăван пухнă вĕсем. Питрав кунĕнче пурне те «Çу варринче» чăваш фольклорĕн фестивальне йыхравланă. Пултарулăх ушкăнĕсем вунă районтан килсе çитнĕ хăнасене тарават Хурăнсур çĕрĕ çине. Фестивале пуçараканĕ, ăна йĕркелесе ирттерес ĕçĕн пысăк пайне хăй çине илекенĕ – ял клубĕн заведующийĕ Михаил Кузьмин. Чăваш халăхĕн, тăван тăрăхĕн йăли-йĕркипе культурине сыхласа хăварассишĕн чунтан хыпса çунакан хастар.

Уяв фестивале хутшăннă ушкăнсен театрализациленĕ шествийĕпе уçăлнă. Ертÿçĕсем – «Эмине» преми лауреачĕсем Светлана Тяхмусовапа Римма Гаврилова кашнинпе паллаштарнă. Ял çыннисене, фестиваль хăнисене ырă та ăшă сăмахсемпе район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ Денис Трофимов, культура пайĕн пуçлăхĕ Ирина Алексеева, «Хорнзор» хуçалăх ертÿçи Федор Кузьмин, вырăнти ял клубĕн заведующийĕ Михаил Кузьмин, ыттисем саламланă. Хурăнсур-çармăссен çак пуçарăвĕ чăваш фольклорĕн паянхи аталанăвĕшĕн хаклă пулнине, республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнче пурăнакан, халăх юрри-ташшине юратакан çынсем хушшинчи туслăха çирĕплетнине палăртнă вĕсем.

Программăна уçнă май ентешĕсене фестиваль хуçисем – «Телей» фольклор коллективĕ – чăваш юррисемпе савăнтарнă. Вĕсем хыççăнах хăнасен хÿхĕм юррисем таврана сарăлнă. «Чемень» (Патăрьел районĕ), «Сĕнтĕр» (Сĕнтĕрвăрри), «Ямаш» (Çĕрпÿ), «Шуçăм» (Йĕпреç), «Татмăш ен» (Канаш), «Эткер» (Куславкка), «Теветкел» (Çĕнĕ Шупашкар), «Шурай» (Хĕрлĕ Чутай), «Валинкке» (Элĕк) ансамбльсен пултарулăхне те куракансем çĕкленÿллĕ кăмăлпа, тăвăллăн алă çупса йышăннă. Ăçтан чăтса тăрăн, пухăннă халăх вĕсемпе пĕрле юрласа та ташласа савăннă.

Уявăн тепĕр хăйнеевĕрлĕхĕ «Алăпа ăсталанă асамлăх» курав. Чăн пуянлăхпа – ку тăрăхра пурăнакан ылтăн алăллă çынсен Мария Васильеван, Виктория Михайлован, Надежда Андрееван ĕçĕсемпе – паллаштарнă вăл. Мастер-классенче ăстаçăсем кăмăл тăвакансене бисерпа тĕрлеме те, теттесем маçтăрлама та вĕрентнĕ. Михаил Кузьмин заведующи вара ял клубĕн тĕрлĕрен мероприятипе пуян ĕç-хĕлне çутатакан стенд хатĕрленĕ.

Спорт тусĕсен те тунсăхлама вăхăт пулман. Футбол, волейбол вăййисенче ăмăртнă вĕсем, кашниех «Хорнзор» хуçалăх енчен чыслава тивĕçнĕ.

Каçхи программăра вырăнти «Тарават» эстрада ушкăнĕ тата районти культура çурчĕн артисчĕсем Дмитрий Ивановпа Александр Васильев шăрантарнă юрăсене итлесе çамрăксем те, аслисем те мĕн çĕрлеччен ташă картинче савăннă.

Ирина ЯКОВЛЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика