Хĕрÿ тапхăр пĕтĕмлетĕвĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 20.07.2019, 16:43 Просмотров: 1413

Шкултан тухакансен хĕрÿ тапхăр – экзамен кампанийĕ – вĕçленчĕ ĕнтĕ, халĕ аслă тата вăтам професси пĕлĕвĕ паракан учрежденисене кĕрес тесе талпăнаççĕ.

Пирĕн вĕренекенсен шанăçсем еплерех-ши? Ăс-хакăл тĕрĕслевĕ витĕр вĕсем мĕнле тухнă-ха? Пĕтĕмлетÿсемпе район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ – вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕ Денис Трофимов паллаштарчĕ.

Вăл пĕлтернĕ тăрăх, патшалăхăн пĕтĕмлетÿллĕ экзаменĕсем çирĕп асăрхавра иртеççĕ. Ăс-хакăл тĕрĕслевĕн пункчĕсенче çулсерен обществăлла наблюдательсем (тĕпрен илсен – студентсем) ĕçлеççĕ. Унсăр пуçне, 2014 çултанпа экзаменсем епле иртнине офлайн-видеозапись тăваççĕ. Çакă тавлашуллă ыйтусене тĕрĕсрех татса пама май парать.

Патшалăхăн пĕтĕмлетÿллĕ аттестацийĕ – пĕлÿ пахалăхне хаклакан паллă. ЕГЭ кăтартăвĕсемпе 11-мĕш класран тухнă 145 ачаран пурте аттестат илнĕ. База шайĕнчи математикăна 42 ача ăнăçлă тытнă. Вăтам балл – 3,52. Профильлĕ математика йывăртарах пулин те вĕренекенсем лайăх пĕлÿ кăтартнă, унпа 107 çамрăк экзамен тытнă. Вăрнарти шкулсенчи пĕрер вĕренекен 94 балл пухнă. Районĕпе вăтам балл – 57,6. Пĕлтĕр 47,13 пулнă.

Вырăс чĕлхипе кăçалхи результатсем кăшт пĕчĕкрех, вăтам балл – 68,3. Пĕлтĕр 71,83 пулнă. 17 ача – Вăрнарти                           1-мĕшпе 2-мĕш, Калининăри тата Çĕрпелти шкулта вĕренекенсем – 91–98 балл илнĕ.

11-мĕш класран тухнă 40 çамрăк «Вĕренÿри уйрăм çитĕнÿсемшĕн» медале тивĕçнĕ. 23-шĕ – Вăрнарти 2-мĕш шкултан. Кăçал медаль илес текенсен пур предметпа та «5»-пе вĕреннисĕр пуçне экзаменра вырăс чĕлхипе тата математикăпа профильлĕ шайра 70-тен, база шайĕнче 5-рен кая мар балл пухмалла пулнă.

Тăххăрмĕш класран тухакансен те яваплăхĕ пысăк пулчĕ. Вĕсем обязательнăй икĕ (вырăс чĕлхипе тата математикăпа), суйласа илсе икĕ экзамен тытрĕç. Икĕ-виçĕ предметпа лайăх результатсем пухнă вĕренекенсем чылай. «Тăватă предметпа та «5» илнисем 19-ăн. Вунвиççĕшĕ Вăрнарти 2-мĕш шкулăн вĕренекенĕсем: А.Сапожников, А.Кузнецов, А.Трофимова, А.Лукина, Д.Давыдов, О.Веденина, И.Ильин, А.Ильин, А.Алексеева, Е.Скворцова, К.Баранова, И.Панзин, Е.Максимова. Тăваттăшĕ Вăрнарти 1-мĕш шкултан: Д.Владимиров, М.Федорова, В.Штырлина, А.Аливанова, пĕрер вĕренекен Малти Ишек тата Санарпуç шкулĕсенчен: Л.Кириллова тата А.Михайлов», – терĕ Денис Юрьевич.

Выпускниксенчен ытларах пайĕ шкулта юласшăн мар, колледжсенче тата техникумсенче пĕлĕве ÿстересшĕн. Çакă – аслă çынла чăн-чăн йышăну. «Пирĕн районта кунашкал кăмăллисен шайĕ 60 процентран иртет. Çакна та палăртмасăр май çук: Чăваш енри вăтам професси пĕлĕвĕн учрежденийĕсем – Раççейре чи лайăххисем. Шкулсенчен тухакансем унта аттестатсенчи лайăх кăтартусене пула кăна лекеççĕ», – калаçăва малалла тăсрĕ Денис Юрьевич.

Паллах, çакнашкал çула суйласа илнин уйрăмлăхĕ пур. Колледжра е техникумра пĕлÿ илнĕ хыççăн выпускник тÿрех хăйĕн специальноçĕпе ĕçлеме, пĕр вăхăтрах куçăмсăр майпа аслă шкулта вĕренме пултарать.

Кăçал патшалăхăн тĕп экзаменне 9-мĕш класран тухакан 12 пин ытла вĕренекен тытнă, пирĕн районта 334-ăн. Тĕпрен илсен, тĕрĕслев витĕр нумайăшĕ ăнăçлă тухнă. Анчах та хăшпĕр вĕренекен пĕтĕмĕшле тĕп вĕрентĕвĕн программине туллин пĕлменнине кăтартнă. Математикăпа 6, вырăс чĕлхипе 1, обществознанипе 13, географипе 6, информатикăпа тата ИКТ-па 2, биологипе 1 çын кирлĕ чухлĕ чи пĕчĕк балл та пуçтарайман.

Вырăс чĕлхипе ОГЭ-н балĕ 4,05-пе, математикăпа 3,76-па танлашать. Иртнĕ çулхипе танлаштарсан кăтартусем лайăхланнă. Предметсемпе паха результатсем кăтартакансем – Вăрнарти 2-мĕш, Вăрман Кипекри, Вăрманкасри тата Шĕнер Ишекри шкулсенчен тухакансем.

– Суйласа илнĕ экзаменсен ТОП-ĕнче – обществознани, географи, информатика, чăваш чĕлхи, физика тата биологи предмечĕсем. Вĕсем пуласлăхра кирлĕ инженери, ял хуçалăх, медицина специальноçĕсемшĕн пĕлтерĕшлĕ, – терĕ вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕ Денис Трофимов.

Экзамена пĕрремĕшле тытайманнисен шанăç пур – ОГЭ-н хушма тапхăрĕ сентябрьте иртет. Ку енĕпе хумхантаракан ыйтусене шкулта е «вĕри телефон» линийĕпе – 8(83537)572160 – уçăмлатма май пур.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика