Вăхăтра тиесе тухни аван

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 03.08.2019, 16:07 Просмотров: 261

Малтанхи вăхăтра ыйтусем чылай пулчĕç пулин те, халăх йăлари хытă каяшсен çĕнĕ йĕркине пĕчĕккĕн хăнăхма пуçларĕ.

Кивçурт Енĕшре, сăмахран, çÿп-çап пухмалли ятарлă вырăнсене йĕркене кĕртсе çитермен пулин те, ăна тиесе тухасси аван пурнăçланать. Графикпа автомашина килнĕ кун çынсем çÿп-çап тултарнă михĕсене çул çывăхне тухса лартаççĕ, «Экоцентр» регоператор ĕçченĕсем вĕсене кашни кил умĕнчен тенĕ пек тиесе каяççĕ. Çакă уйрăмах аслăрах ÿсĕмри çынсемшĕн меллĕ.

Район администрацийĕн строительствăпа ЖКХ пайĕн пуçлăхĕ Анатолий Иванов пĕлтернĕ тăрăх, районта хальлĕхе йăлари хытă каяшсене пухмалли 204 вырăна йĕркене кĕртнĕ, вĕсенче 215 контейнер вырнаçтарнă. Пĕтĕмпе вара кунашкал площадкăсем 277 пулмалла.

Муниципалитета çавăн пекех тата 350 евроконтейнер килсе çитмелле. Июльте контейнер площадкисене хăтлăлатассине Упнер, Мăн Турхан, Малти Ишек, Вăрманкас, Калинино, Кĕçĕн Кипек, Санарпуç, Хирпуç, Шĕнер Ишек тата Çĕрпел ял тăрăхĕсенче вĕçленĕ. Ытти поселенисенче ку енĕпе ĕç пырать-ха.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика