Конкурса хутшăнасшăн

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 03.08.2019, 16:12 Просмотров: 213

Пуçаруллă бюджет программи районта тухăçлă ĕçлени яр уççăн курăнать. Ун йĕркипе ялсенче çĕкленнĕ-пурнăçланнă хăтлăх объекчĕсен шучĕ ÿссех пырать.

Кĕçĕн Кипек тăрăхне кĕрекен Тимĕрçкасси ялĕнче пурăнакансем те, акă, «Чăваш Республикинче обществăлла инфраструктура аталанăвĕн вырăнти пуçарусем çинче никĕсленнĕ проекчĕсене пурнăçа кĕртесси» программăна хутшăнассине ырласа йышăннă. Ку ыйтăва вĕсем пĕрлехи пухура сÿтсе явнă. Тимĕрçкассисем конкурс суйлавне проект тăратасшăн: масар çуртне тата тавралли картана тĕпрен юсаса çĕнетесшĕн.

Кĕçĕн Кипек ял поселенийĕн пуçлăхĕ Сергей Волков конкурса хутшăнмалли условисемпе паллаштарнă. Пухура пуçару ушкăнне те суйланă: малашне вăл ку проекта пурнăçа кĕртессипе тимлеме тытăнĕ.

Ирина ПЕТРОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика