ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Успей подписаться! Идет подписка на районную газету "Путь победы". В почтовых отделениях стоимость подписки составляет 462 руб. 36 коп. В редакции газеты - 270 руб."

Ял ачисем хушшинче – Раççейре 3-мĕш!

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 03.08.2019 16:14 Просмотров: 52

Июлĕн 18–25-мĕшĕсенче Псковра футбол енĕпе иртнĕ Пĕтĕм Раççейри ял командисен «Колосок» ăмăртăвне Вăрнарти «Химик-Август» та хутшăнчĕ.

Тупăшаканĕсем – 14–15 çулсенчи каччăсем. Турнира вĕсем çĕршывăн 16 субъектĕнчен килсе çитнĕ. «Химик-Август» Чăваш ен чысне хÿтĕленĕ.

Вăрнарсем хăйсен ушкăнĕнче Ленинград облаçĕн командине 2%1 шутпа çĕнтернĕ, Дагестан командипе вăйă никам çĕнтерейменнипе вĕçленнĕ, Томск командине 1%2 шутпа выляса янă.

Финалăн пĕрре тăваттăмĕш пайĕнче «Химик-Август» Орел облаçĕн футболисчĕсенчен вăйлăрах пулнă. Шел те, çурма финалта Саратоври «Штурм» ăна 1%0 шутпа çĕнтернĕ. Ку команда турнирăн çĕнтерÿçи пулса тăнă.

Çапах та «Химик-Августăн» та результат лайăх. 3-мĕш вырăншăн Краснодар крайĕн командипе пынă тĕлпулуран вăл çĕнтерÿпе – 4%1 шутпа – тухнă, бронза призер пулса тăнă. «Кĕмĕл» вырăнта – дагестанецсем.

Чыславра ăмăртăвăн чи лайăх вăйăçисене те палăртнă. «Химик-Август» командăри Илья Максимов «Чи лайăх вратарь» ята тивĕçнĕ.

Паллах, ачасен çитĕнĕвĕнче Александр Борисович Строганов тренерăн тÿпи те пысăк, ăна та саламлатпăр.

«Химик» спорт клубĕн командисем Пĕтĕм Раççейри «Колосок» турнира 2010 çултанпа хутшăнаççĕ, çĕнтерÿçĕсен йышне вара пĕрремĕш хут кĕнĕ. Ытти çулсенчи чи пысăк çитĕнÿ – 5-мĕш вырăн.

Август пуçламăшĕнче çак ăмăртусен йĕркипе кĕçĕнрех ушкăнри Раççей ял командисем тупăшĕç. Вăл Волгоград хулинче пулать, унта 2007 çулта çуралнă ачасем вылĕç. «Химик-Август» команда унта хутшăнма хатĕрленет.

Людмила ИВАНОВА.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ