Сумлă турнирти чаплă çĕнтерÿ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 27.09.2017, 08:55 Просмотров: 487

Вăрнар районĕн çамрăк кĕрешÿçисем каллех чаплă çĕнтерÿпе савăнтарчĕç

Ку хутĕнче ачасемпе çамрăксен Вăрнарти «Рассвет» спорт шкулĕн воспитанникĕсем Атăл тăрăхĕнчи округăн первенствине парăнтарнă. Халиччен кунашкалли пулман, палăртаççĕ тренерсем: турнира хутшăннă çичĕ çамрăк та ăнăçлă кĕрешнĕ.

Мăн Явăш хĕрĕ Екатерина Кошкинан спортăн ку тĕсĕнчи çитĕнĕвĕсем пирки çырнăччĕ ĕнтĕ. Çĕнтерÿ картлашкипе кĕске вăхăтрах çÿллĕрех те çÿллĕрех хăпарса пычĕ вăл.

Санарпуçĕнчи вăтам шкулта вĕренекен Настя Краснова та маттур. Ирĕклĕ кĕрешÿ секцийĕ кунта темиçе çул кăна ĕçлет, апла пулин те воспитанникĕсене чылай турнир призерĕсен йышĕнче курма пулать. Паллах, Настьăна та.

Çак икĕ хĕр ПФО первенствинче пурне те тĕлĕнтернĕ. Хăйсен виçе категорийĕнче иккĕшĕ те чемпионсем пулса тăнă. Ку çеç те мар, иккĕшĕ те Раççей спорт мастерĕн кандидачĕн нормативне пурнăçланă.

Вăрнарти 1-мĕш шкулта вĕренекен Кристина Антонова ку турниртан кĕмĕл медальпе таврăннă.

Дмитрий Львов, Милена Федорова (вĕсем те 1-мĕш шкултан), Вăрнар хĕрĕ – халĕ Çĕнĕ Шупашкарти Олимп резервисен училищинче вĕренекен Настя Максимова бронза медальсене тивĕçнĕ.

Санарпуçĕнчи Александра Волкован та кăтартăвĕ аван – 5-мĕш вырăн. Шел те, финалта 3-мĕш вырăншăн пынă тытăçăва выляса янă вăл.

Çак çитĕнÿсем Вăрнар районĕнче ирĕклĕ кĕрешÿ тĕсĕ лайăх аталаннине çирĕплетеççĕ. Хамăр спортсменсене эпир республикăри, çÿлерехри ăмăртусен пьедесталĕсем çинче курма пултарнинче, паллах, тренерсен тÿпи пысăк. Ку ĕçе хăйсене, хăйсен вăй-халне хĕрхенмесĕр хываканĕсем – Виталий Трофимов, Юрий Львов, Юрий Степанов, Роман Львов тата Александр Афанасьев.

– Ку ăрăвăн хастарлăхĕ, çивĕчлĕхĕ пушшех пысăк. Вĕсем – спортăн пысăк шанăçĕ, – терĕ Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ тренерĕ Виталий Трофимов.

Тренерсен халĕ ĕç чылай. ПФО çĕнтерÿçисене вĕсем октябрь варринче Смоленскра пулакан Раççей первенствине хутшăнма хатĕрлеççĕ.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика