ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Успей подписаться! Идет подписка на районную газету "Путь победы". В почтовых отделениях стоимость подписки составляет 462 руб. 36 коп. В редакции газеты - 270 руб."

Сиенлĕ е усăллă?

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 10.08.2019 16:24 Просмотров: 1083

Сывлăх сыхлавĕн пĕтĕм тĕнчери ор-ганизацийĕ кулленхи апат рационĕнче пулă калăпăшне ÿстерме сĕнет.

Çакă вăл усал шыçăсем аталанассине чакарма пулăшнипе çыхăннă. Фосфор пирки калас-тăк, акă, вăл – кальципе пĕрле шăлсемпе шăмăсене пысăк витĕм кÿрекен макроэлемент. Çынна талăкра вăл 1000–1200 мг кирлĕ. Организмра фосфор кăшт çитменни те ĕçлеслĕхе чакарма, ăс-тăна хавшатма, шăмă тĕртĕмĕсен остеопорозне пуçарма пултарать. Ку микроэлемент çителĕксĕрри пуç ыратнипе, пĕрмаях çывăрас килнипе, вăй çуккипе, кĕске вăхăтлăха тăн çухатнипе те палăрать.

Паян фосфатсене, урăхла каласан фосфор кислотин тăварĕсене, апат-çимĕç промышленноçĕнче анлă усă кураççĕ. Вĕсен сиенĕ тата усси пирки ученăйсем 50 çул ытла тавлашаççĕ. Апла пулсан пирĕн организма апатпа лекекен ку иккĕленÿллĕ пĕрлешÿсен виçине епле майпа чакармалла?

Пулă хăвăрт пăсăлакан продукт пулнă май, вăл чылай вăхăт лайăх упрантăр тесе тĕрлĕ мелпе усă кураççĕ, çав шутра – полифосфатсемпе им-çамлассине те.

Пĕчĕк виçепе полифосфатсем сывлăхшăн хăрушă мар. Çапах та полифосфатлă пулла тăтăш çисен, вĕсем организмри холестерина япăх витĕм кÿреççĕ, шыçă чирĕсене пуçарма пултараççĕ, кунсăр пуçне фосфорпа кальци шайлашăвне пăсаççĕ.

Апат-çимĕç промышленноçĕ продукцие полифосфатсем хушассинчен майĕпен пăрăнса пыни савăнтарать. Анчах вĕсене шăнтнă пулăра, тинĕс продукчĕсенче е пулă консервисенче халĕ те пурпĕрех тупма пулать.

Л.ПАЙЗЕРОВА,

А.ПАВЛОВА,

химик-экспертсем.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ