Ырă кăмăллă, тăрăшуллă

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 14.08.2019, 16:26 Просмотров: 268

Хаçат редакцине Çарăклăра пурăнакан шăнкăравларĕ. Ватă çын Çарăклăри ФАП заведующине Елена Афанасьевăна, пĕтĕмĕшле врач практикин Пăртасри уйрăмĕнче тимлекен врача Вероника Тимофеевăна, медсестрасене Любовь Семеновăпа Светлана Лаврентьевăна професси тĕлĕшĕнчен ăста пулнишĕн, пациентсемпе ăшпиллĕн калаçнишĕн тав тăвать.

Ĕçне кура хисепĕ. Тунтикун Пăртас ялĕнче пулма тÿр килчĕ. Вырăнти сыватмăша кĕтĕм. Ку тăрăхра пурăнмастăп пулин те мана пĕтĕмĕшле врач практикин Пăртасри уйрăмĕнче тăрăшакансем  – Любовь Семеновăпа Светлана Лаврентьева  медсестрасем – питĕ тарават йышăнчĕç. Юн пусăмне тĕрĕслерĕç, кирлĕ сĕнÿсем пачĕç. Шур халатлă ĕçченсем эмелпе кăна мар, ăшă, ырă сăмахпа та этеме сиплеме пĕлеççĕ. Гиппократ тупине асра тытаççĕ. Ĕçри девизĕ – «Сиен ан ту».

 Медицинăра вăй хуракансем кунне 20–30 çынна йышăнаççĕ. Вероника Тимофеева врачпа пĕрле сакăр ялта – Пăртасра, Çарăклăра, Волонтерта, Кĕперлĕ Кÿлхĕрринче, Пĕнер Айкăшра, Вăрман Шăхалĕнче, Вăрманкасра, Катăшра – пурăнакансен сывлăхне те  тĕрĕслеççĕ.  Вăрманкасри тата Çарăклăри фельдшерсем Дина Чарковăпа Елена Афанасьева вĕсене хапăлласа кĕтеççĕ, ĕçтешĕсемпе пĕрле çынсен сывлăхне çирĕплетессишĕн ырми-канми тăрăшаççĕ.  Тепĕр чухне ĕç графикне пăхмасăр каçхи 5 сехетченех халăха йышăнни те пулать.

Любовь Семенован ĕç стажĕ пысăк. Сывлăх хуралĕнче 30 çул тăрать. Любовь Васильевна пурнăçăн пĕр тапхăрне аса илчĕ. Ун чухне фельдшер чирлĕ çын патне килмесĕр васкавлă пулăшу машинине чĕнме юраман.

– Çĕрĕпе çывăрмасăр ирхине ирех ĕçе кайни те темиçе пулнă. Ларма-тăма вăхăт çукчĕ. Анчах та пурпĕр ал усман. Хамăр тивĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланă, – терĕ Любовь Семенова, чун туртнипе профессие суйланăскер.

Вăл Шупашкарти медицина училищинчен 1990 çулта вĕренсе тухнă. Пăртас каччипе пĕрлешсе çемье çавăрнă. Виçĕ хĕре пурнăç парнеленĕ. Чи кĕçĕнни кăçал 6-мĕш класа каять. Аслисенчен пĕри – фармацевт, тепри – апат-çимĕç технологĕ.

Любовь Васильевнăн ĕçтешĕ те Светлана Лаврентьева шур халатлисен ретне тăма шкулта ăс пухнă чухне ĕмĕтленнĕ.  Тĕп хулари медучилищĕрен вĕренсе тухнă. Халăх сывлăхне сиплессишĕн 27 çул тăрăшать.

– Юратнă ĕç телей кÿрет, – палăртрĕ Светлана Сергеевна.

 Хĕрĕ Юлия  амăшĕ пекех хăйĕн пурнăçне медицинăпа çыхăнтарасшăн. Стоматологи факультетĕнче пĕлÿ пухать.

Елена ПОРФИРЬЕВА.   

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика