ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Успей подписаться! Идет подписка на районную газету "Путь победы". В почтовых отделениях стоимость подписки составляет 462 руб. 36 коп. В редакции газеты - 270 руб."

Ăста аллинче кукăр пуленке те тÿрĕленет

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 14.08.2019 16:27 Просмотров: 42

Çак каларăш Çĕрпелте пурăнакан Александр Лукина тÿрремĕнех пырса тивет. Аллине хăма касăкĕ е пуленке лекет-и – вăл кĕске вăхăтрах пĕр-пĕр хитре япалана çаврăнать.

Салара вăл çĕклесе пулăшнă çурт-хуралтăсем, çемьесенче ăсталаса панă япаласем сахал мар. «Пĕр пĕлĕш ыйтрĕ те ун мунчи валли саксемпе çÿлĕксем тăватăп», – терĕ Александр Николаевич ĕçрен кăшт канса. Ăста мухтанма юратманни тÿрех сисĕнчĕ. Анчах та ун сăпайлăхне мастерскойĕнче типтерлĕн вырнаçнă ывăссем, тенкел-саксем, хитре çÿлĕксем «сутаççĕ», алли чăннипех те ылтăн пулнине çирĕплетеççĕ.

Ку пултарулăх ăна кукашшĕнчен куçнă. Лука Феофанович Феофанов ĕмĕрĕпе «Янгорчино» колхозра тăрăшнă, платник, строительсен бригадин бригадирĕ пулнă. «Хисеплĕ колхозник» чыслă ята тивĕçнĕ.

Шăпа çапла çырнă: Александр Николаевич кукашшĕпе кукамăшĕ – Домна Ильинична тата Лука Феофанович Феофановсем – патĕнче çитĕннĕ.

– Кукаçи пурте пĕлекен ваттисен сăмахне яланах аса илтеретчĕ: ĕçрен ан хăра, вăл хăй санран хăратăр. Çакна эп пуçра-чунра тытнă. Çавăнпа пулĕ нимĕнле ĕçрен те пăрăнман, – тет вăл.

Александр Николаевич кукашшĕ çумĕнчен пĕр шит те пăрăнман тесен те йăнăш пулмĕ. Вăл мĕн ĕçлет – ача та пуçа хывнă, асли пек тума тăрăшнă. Икĕ ăру хушшинчи çыхăну ĕмĕрлĕх ÿкерчĕке те хывăннă – Çĕрпелти культура çуртĕнчи галерейăра çава туптакан Лука Феофанович Феофановпа мăнукне сăнланă картина та пур.

Шкул пĕтерсен Александр Николаевич Шупашкарти 19-мĕш училищĕре слесаре вĕренсе тухнă. Çĕршыв умĕнчи тивĕçе Венгрире разведротăра пурнăçланă. Салтак аттине хывсан тăван колхозра ĕçе кÿлĕннĕ, комбайнер помощникĕнче тăрăшнă. Пĕр вăхăт Калининăри 24-мĕш училищĕн комсомол организацийĕнче вăй хунă. Унтан çамрăксемпе пĕрле икĕ çул Çĕпĕрте аренда звеновĕ йышĕпе тракторист-комбайнерта та тимленĕ. Яла таврăнсан тракторпа колхозри ĕçсене пурнăçланă, сортсен участокĕн бригадирĕ пулнă.

– 90-мĕш çулсенче колхозран пăрахма тиврĕ. Çапла стройка ĕçне кÿлĕнтĕм. Ача чухне вĕренни сая каймарĕ – пÿрт-çурт çĕкленĕ çĕрте кирлĕ пулчĕ, – аса илет Александр Николаевич.

Пурнăç ăна ачаран çаврăнăçулăха хăнăхтарнă. Çавăнпах ĕнтĕ саманан чи йывăр тапхăрĕнче те çухалса кайман вăл, çемйишĕн çĕрне-кунне пĕлмесĕр тăрăшнă. Пахчаçимĕç те сутмалăх çитĕнтернĕ, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессипе те тимленĕ. Ĕçченлĕхне пулах типтерлĕ те çирĕп çурт хăпартса лартнă, проектне те хăех хатĕрленĕ. 20 çул ытла строительсен бригадин бригадирĕ пулса чылай çамрăка строительство ĕçĕн вăрттăнлăхĕсене вĕрентнĕ.

Ĕç тупăш çăлкуçĕ, лайăх пурнăç никĕсĕ пулнине хирĕçлеме çук. Анчах, шел те, чылайăшĕ харпăр хăй тăрăшакан вырăнта чун канăçне илмест. Ĕç кÿрекен киленĕç вара – телейрен те телей. Александр Николаевич, ав, кашни ĕçшĕн савăнать, илеме курма, тĕрлĕ ĕç тума пултарулăх парнеленĕшĕн Турра тав тăвать.  

Хатĕр материалпа кăна ĕçлемест вăл. Акă, çирĕпрех турат курчĕ – ăна шуратса-якатса кĕпе-тумтир çекĕлĕ ăсталаса та хурать. Пысăкрах ĕçсенчен касăксем юлчĕç – хитре ывăссем «çуралаççĕ».

– Пĕр кун алла инструмент тытмасан кун ахаль иртнĕн туйăнать, – тет вăл.

Ал айĕнче унăн темĕн тĕрлĕ станок-оборудовани те пур. Чылайăшĕ – хăй пуçтарнисем, ăсталанисем. Пÿрт-çуртĕнче, мунчи-хуралтисенче пултаруллă алăсен «йĕрри» аван курăнать.

Александр Николаевичпа мăшăрĕ, Валентина Михайловна, икĕ хĕр пăхса çитĕнтернĕ. Аслă хĕрĕн те, Эмилиян, ал ĕçĕ енĕпе таланчĕ пысăк. Илемлĕ япаласем çĕленисĕр, ăсталанисĕр пуçне вăл кивĕ япаласене те иккĕмĕш пурнăç парнелет. Лукинсен тепĕр хĕрĕ, Лилия, – косметолог, Шупашкарта тимлет.

– Ĕç асапĕ пурнăç тытать. Ĕçе вĕренни пурнăçа çăмăллатать. Анчах та ăна чунтан пурнăçламалла. Çын валли тунă чухне пушшех те. Эпĕ çакна яланах асра тытатăп. Ваттисем ахальтен çапла каламан: ĕçе лайăх ту, унсăрăн хисеп курмăн, – терĕ Александр Николаевич станока ĕçлеттерсе янă май...

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ