Хаçатпа çемйипех туслă

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 21.08.2019, 16:31 Просмотров: 304

Ашшĕ-амăшĕ хаçат-журнал вулани питех те кирлĕ. Ачисем   этеме апат-çимĕç кăна мар, чун çăкăрĕ те   кирлине пĕчĕкренех ăнланса ÿсеççĕ.

Хурăн Кăкшăмри Еленăпа Алексей Даниловсем хăйсен тĕпренчĕкĕсене ырă тĕслĕх кăтартаççĕ. Вĕсем район хаçатне вулама кăмăллаççĕ. Елена Данилова «Çĕнтерÿ çулне» 2020 çулхи 1-мĕш çур çул валли çырăнатпăрах тесе пĕлтерчĕ.

– Тĕрлĕ хыпара интернетра анчах мар, район хаçатĕнче те кăсăклă çырса кăтартаççĕ,– терĕ çамрăк хĕрарăм.

29 çулти Елена Данилова анлă тавракурăмлă. 21-мĕш ĕмĕрте те хаçатăн пĕлтерĕшĕ пысăк пулнине палăртрĕ вăл. Çакна Елена Леонидовнăн кĕçĕн хĕрĕ Аня та, авăн уйăхĕнче икĕ çул тултараканскер, аванах ăнланать тейĕн. «Çĕнтерÿ çулне» пĕчĕк аллипе çирĕппĕн ярса тытрĕ. Районăн вĕçĕмсĕр кĕнекине аслă хĕрĕ Светлана та вулать. Вăл кăçал Калинино шкулĕнче улттăмĕш класра вĕренĕ. Светлана хăш-пĕр статьясене ашшĕ-амăшĕпе е аслашшĕ-асламăшĕпе сÿтсе явнине те каларĕ. Ывăлĕ Володя та «Çĕнтерÿ çулĕпе» кăсăкланать, пуçламăш класра пĕлÿ пухать.

Елена Данилова Красноармейски районĕнчи Тури Типçырма ялĕнче çуралса ÿснĕ. Хаçат-журнал юратса вулама ашшĕпе амăшĕнчен – Клавдийăпа Леонид Платоновсенчен – вĕреннĕ. Вĕсем пилĕк ачине: «Хаçат вулатăн – кун-çул уттинчен юлмастăн», – тесе ăс панă. Хурăн Кăкшăм каччипе çемье çавăрсанах «Çĕнтерÿ çулĕпе» туслашнă. Хунямăшĕпе хуняшшĕ Аннăпа Валерий Даниловсем те район хаçатне çырăнса илеççĕ.

Хурăн Кăкшăм кинĕ Калининăри психикăпа неврологи интернатĕнче ĕçлет. Хальхи вăхăтра вăл декрет отпускĕнче, пĕчĕк Аньăна пăхать.

Елена Даниловăна ялта пурăнма килĕшет.

– Сывлăш уçă, çутçанталăк илемлĕ. Апачĕ тулăх. Сĕт-çу, пахчаçимĕç хамăр туса илетпĕр, ачасене экологи енчен таса продукципе туллин тивĕçтеретпĕр, – терĕ кăмăллăн Елена Данилова.

Елена ПОРФИРЬЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика