ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Успей подписаться! Идет подписка на районную газету "Путь победы". В почтовых отделениях стоимость подписки составляет 462 руб. 36 коп. В редакции газеты - 270 руб."

Ача сачĕ юмахри пек тыткăна илет

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 24.08.2019 16:32 Просмотров: 28

Пирĕн «Светлячок» ача сачĕ пысăк лаптăк йышăнать. Ачасем вылямалли, спорт вăййисене ирттермелли площадкăсемсĕр пуçне тата пушă вырăнсем пур.

Илемлĕ уçланкă йĕркелес тесе мĕн чухлĕ тĕмĕ лартман пуль эпир унта, анчах та ниепле те вăй илсе каймарĕç вĕсем. Чиркÿ вырăнĕ пулнă май кунти çĕр ытла та чулланнăччĕ çав.

Кăçал вĕрентекенсем «Эколята-Дошколята» проекта хутшăнас терĕç. З.В.Вазанова проектăн пĕр пайне самантрах шухăшласа шурă хут çине ÿкерсе хучĕ. Пур вĕрентекен валли те ĕç тупăнчĕ «Юмах уçланки» проектĕнче.

Çу вăхăтĕнче коллектив канса илме те, ача садне илем кÿме те ĕлкĕрчĕ. Ăмăртса тенĕ пек пĕр енче пăчкă, тепĕр енче мăлатук тата ытти ĕç хатĕрĕн сасси илтĕнсе тăчĕ. Вĕрентекенсене пулăшма мăшăрĕсем, ачисем, кÿршисем, тусĕсем те вĕçтерсе çитрĕç. Нумаях та вăхăт иртмерĕ – «Юмах уçланки» тĕрлĕ юмахри сăнарсемпе тулса та ларчĕ. Ача сачĕ йăл кулса янăн туйăнчĕ.

Ача садне килекенсене çил арманĕ çумĕнче мăнаçлă сатур кушак («Кот в сапогах») кĕтсе илет. Тирпейлĕ кил хуçи евĕр, çатан карта çинче те, кил хушшинче те куллен усă курмалли савăт-сапа, чашăк-тирĕк, краççын лампи пур, армана сыхлакан Хураçка та тĕплĕн вырнаçнă.

Инçех те мар пÿрт çумĕнче чăмăркка виçĕ сысна çури кашкăртан хăтăлса юлнишĕн савăнса ташлани куç умне тухса тăрать.

Малалла вара илемлĕ кăн-кăвак кÿлĕ сарăлса выртать. «Патша хĕрĕ – шапа» («Царевна-лягушка») Иван-патша ывăлĕ пенĕ ухă йĕппине тытса ларать. Кÿлĕ варринче кăкшăм хушшинче шурă акăш ишет, шывра пуллисем пур, «утравсем» çинче пĕчĕк шапасем лараççĕ. Юнашар мулкач çумĕнче йăл кулса Йăва («Колобок») упапа тăрать.

Уçланкăра виçĕ упа çемйи сĕтел хушшинче апатланма хатĕрленнĕн вырнаçнă. Юнашарах вĕллесем, тункатасем, чечексем вăрман сăн-сăпатне кăтартса параççĕ. Малта вара пысăк илемлĕ ÿкерчĕк тыткăна илет. Хуркайăксен карти куç тĕлне тухса тăрать.

Ку сăнарсем кăна мар, ачасем валли ÿкермелли вырăн та уйăрнă. Тепĕр çĕртре вара пирĕн пĕчĕк метеоплощадка вырнаçнă.

Пур çĕртре те чечексем ешереççĕ. Кашнин хăйĕн пахчийĕ пур. Мĕн çуркунне пуçлансанах унта вăй хума пуçлаççĕ. Çăвĕпех тăрăшаççĕ – шăвараççĕ, çумлаççĕ. Кайран вара çак илемпе пурте киленеççĕ: ĕçлекенсем те, килекен хăнасем те, ашшĕ-амăшĕпе ачисем те.

Эпĕ вара вĕрентекенсене, «ылтăн алăллă» хĕрсене тата пур ĕç хастарĕсене хăйсен ĕçне юратнăшăн, чунтан тăрăшнăшăн чĕререн тав сăмахĕ калатăп. Çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче çĕнĕ ÿсĕмсем тума сунатăп.

Раиса Позинова,

ача сачĕн ертÿçи.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Сентябрь 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ