Тытăма аталантармалла

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 24.08.2019, 16:40 Просмотров: 254

Çурла уйăхĕн 20-мĕшĕнче И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн культура керменĕнче педагогсен канашлăвĕ иртнĕ. Унăн теми – «Вĕрентĕвĕн пахалăхĕ – «Вĕрентÿ» наци проекчĕ малалла ĕçлеме чĕнни тата унăн планĕсем»

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн председателĕ Иван Моторин палăртнă тăрăх, «Вĕрентÿ» наци проекчĕ Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн пуçарăвĕпе пурнăçланать. Унпа килĕшÿллĕн Раççейри вĕрентÿ конкурентлă пулмалла тата Раççейĕн пĕтĕмĕшле пĕлÿ пахалăхĕпе тĕнчери малта пыракан вунă çĕршыв йышне кĕмелле.

Иван Борисович палăртнă тăрăх, вĕрентÿ – чи лайăх аталанакан сфера. 2019 çулта асăннă тытăма аталантарма республика бюджетĕнчен 19,6 млрд тенкĕ уйăрнă. Чăваш енре çĕнĕ садиксемпе шкулсем çĕкленеççĕ. Тĕрлĕ шайри вĕрентÿ учрежденийĕсене çĕнетсех пыраççĕ, материалпа техника никĕсне çирĕплетеççĕ, вĕрентÿ тата лаборатори оборудованине туянаççĕ.

Чăваш Республикин вĕрентÿ министрĕ Сергей Кудряшов сферăри ĕç-хĕле пĕтĕмлетнĕ, çитĕнÿсем çинче чарăнса тăнă, çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче пурнăçа кĕртмелли тĕллевсене палăртнă. Министр пĕлтернĕ тăрăх, пĕлтĕртенпе «Шкула – наука» проект пурнăçланать. Унпа килĕшÿллĕн 11 шкулти физика кабинетне хальхи йышши лаборатори оборудованийĕпе тивĕçтернĕ. 15 шкулта – хими, тепĕр 15 пĕлÿ çуртĕнче биологи кабинечĕсем çĕнĕ оборудованипе пуянланнă. Çак ĕçе университет преподавателĕсене явăçтарнăран шкул ачисем анлăрах пĕлÿ илеççĕ, хальхи йышши технологисене парăнтарма хăнăхаççĕ. Кăçал 317 шкул робототехника енĕпе пĕлÿ пама вĕрентÿ оборудованийĕн комплексĕсене илнĕ.

Нумай çул ĕçлекен пуçаруллă та хастар педагогсене наградăсемпе хавхалантарнă. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн хушăвĕпе 10 педагог «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ» хисеплĕ ята тивĕçнĕ. 20 вĕрентÿ организацине Чăваш Республикин Пуçлăхĕн грантне (200 пин тенкĕ) тивĕçнине ĕнентерекен свидетельство панă.

Пирĕн районта учительсен августри конференцийĕ августăн 27-мĕшĕнче пулать. 10 сехетре пуçланать.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика