ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Успей подписаться! Идет подписка на районную газету "Путь победы". В почтовых отделениях стоимость подписки составляет 462 руб. 36 коп. В редакции газеты - 270 руб."

Купăс Йăванĕн пултаруллă хĕрĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 28.08.2019 16:40 Просмотров: 45

Ĕçчен те мал ĕмĕтлĕ, сăпайлă та ырă кăмăллă, тараватлă çынсем – ял тĕрекĕ, мухтавĕ. Вĕсене хăйсен тăрăхĕнче кăна мар, таврара та лайăх пĕлеççĕ. Маттур çынсенчен пĕри – Кивьял Хапăсра пурăнакан ĕç ветеранĕ Зоя Ивановна Григорьева. Ырă ят мултан та хаклă теççĕ. Зоя Ивановна тĕрлĕ ĕçре вăй хунă, çав шутра КПСС Вăрнар райкомĕн парти учечĕн секторне ертсе пынă, район аталанăвне пысăк тÿпе хывнă. Чыс-хисепе тивĕçнĕ. Пенсие тухсан та почтальонкăра тимленĕ. Ялти вулавăш ан хупăнтăр тесе библиотекарь ĕçне те кÿлĕннĕ.

Вăл халĕ те питĕ хастар, тăван яла хăтлăх кĕртессишĕн нумай тăрăшать. Районти ветерансен хорне çÿрет, концертсене хутшăнса илемлĕ юрăсемпе куракансене савăнтарать. Спортпа та туслă. Район центрне яланах велосипедпа çÿрет. Хурçă ут – унăн шанчăклă тусĕ.

Зоя Ивановна кил ăшшине упраканĕ те. Пысăк çемьене пĕр тĕвве чăмăртама пулăшать. Мăшăрĕ, ывăлĕпе икĕ хĕрĕ, тăватă мăнукĕ, кинĕ-кĕрÿшĕ, тăванĕ-пĕтенĕ валли ыр сăмах хĕрхенмест. Çывăх çыннисене паха тĕслĕх кăтартать.

Зоя Григорьева   ыран 70 çул тултарать. Сумлă юбилей умĕн пултаруллă та хастар хĕрарăмпа тĕл пулса калаçма тÿр килчĕ. Унăн кăмăлĕ савăк – ара вăл кăçал çемйипе пĕрле нÿхреп тулли   варени-компот хатĕрлеме пултарнă. Хĕл хырăмĕ пысăк. 100 ытла банка янтăланă.

– Ку çул пĕрремĕш хут хура пилешпе грушăран компот туса пăхас терĕмĕр, – савăнăçлăн калаçрĕ Зоя Ивановна.

Ветеранăн хушма хуçалăхĕ çирĕп. Чупнă пăрупа сăвакан ĕне пур. Картиш тулли кăвакалсем. Вĕсен шучĕ 40 пуçран иртет. Зоя Григорьева хăйĕн ĕмĕрĕнче нихăçан та выльăх-чĕрлĕх тытмасăр пурăнман. Тепĕр çул пĕлтĕрхи пекех кăрккасем ĕрчетесшĕн.

– Зоя Григорьева ларма-тăма пĕлмест. Вăй-халĕ ăçтан тухать-ши; – теççĕ ун пирки ветерансен хорне çÿрекенсем.

Улми йывăççинчен аякка ÿкмест теççĕ. Зоя Ивановнан ашшĕпе амăшĕ – Иван Григорьевичпа Елена Федоровна – ялти ятлă-сумлă çынсем пулнă. Пĕртен-пĕр хĕрне пурнăç çулĕ çине тăратассишĕн кунне-çĕрне уямасăр ĕçленĕ. Зоя ашшĕн, 1-мĕш ушкăнри инвалидăн, чун хавалĕ питĕ çирĕп пулнă. Пилĕк çулта чухнех йывăр чирлесе суккăр тăрса юлнă. Çапах та йывăрлăхсене пăхмасăр ал усса ларман. Колхозра вăй хунă. Тырă аллама çÿренĕ. Ĕçе хăех кайнă. Ăна никам та çавăтса çÿремен. Çитĕнерехпе Зоя та килте ларман. Ашшĕпе пĕрле колхозра тимленĕ.

– Йĕтем каснă чух аттене пулăшаттăм, хура çĕре кĕреплепе тĕкеттĕм, – аса илет ветеран. – Çавăн пекех эпĕ аттепе пĕрле карта та тытнă, вутă та çурнă. Кирек мĕнле ĕçе шикленмесĕрех кÿлĕннĕ.

Суккăр пулсан та Иван Григорьевич хăйĕн пурнăçĕнче виçĕ пÿрт лартма вăй çитернĕ. Тата унăн виçĕ музыка инструменчĕ пулнă.

Ашшĕне ялта Купăс Йăванĕ тенĕ. Пултаруллă Иван Григорьевичсăр ялта пĕр туй иртмен. Вăл купăса тăсса ярсан пĕр çын та ташламасăр-юрламасăр чăтайман. Салтака та ăна ăсатма чĕннĕ. Вăл çут тĕнчепе 85 çулта чухне сывпуллашнă.

Амăшĕ те хисепе тивĕçнĕ. Вăрнарти санаторинче, хими заводĕнче нумай çул тăрăшнă. «Атте çирĕпчĕ, анне вара питĕ йăвашчĕ. Эпĕ ăна нихăçан та сас хăпартса калаçнине курман,– терĕ Зоя Григорьева. – Анне 90 çула хыçала хăварнăччĕ ĕнтĕ, ял çыннисем ăна ал памасăр, «Елен аппа, мĕнле пурăнатăн» темесĕр иртмен. Вăл 97 çула çитиччен пурăнчĕ».

Унăн ашшĕпе амăшĕ «Вăрмана кĕрсен мĕн сас лайăх...» юрра юратса шăрантарнă. Хĕрĕ те аякра тăрса юлман, пĕчĕкренех юрă-кĕвĕ тĕнчипе туслашнă. Пурнăçне мĕнле профессипе çыхăнтарасси те паллă темелле. Анчах та Зоя 1966 çулта, Вăрнарти 1-мĕш шкултан вĕренсе тухсан, физкультура учителĕ пулма тĕв тăвать. Шел пулин те, Канашри педучилищĕне кĕреймест. 1967 çулта çамрăк хĕр Çĕрпÿри профтехучилищĕре пĕлÿ пухма пуçлать, çĕвĕç профессине алла илет. Хĕрлĕ диплома тивĕçнĕ çамрăка Мускаври института вĕренме кайма направлени параççĕ. Ашшĕне хыпар пачах савăнтарман. Зоя пичĕ тăрăх вĕри куççуль сăрхăнса аннă, чĕрине ыраттарса направление чĕре-чĕре тăкнă.

Дипломлă специалист Вăрнарти КБОра тимлеме пуçланă. Çак организацире çĕвĕçре, тĕрĕслевçĕре, маçтăрта тăрăшнă. Çав вăхăтрах Вăрнарти юрăпа ташă ансамбльне çÿреме пуçланă. Обществăлла ĕçсенчен пăрăнман. Маттур хĕре район ертÿлĕхĕ асăрханă. Чулхулари партин аслă шкулне вĕренме кайма сĕннĕ. Хальхинче ашшĕ хирĕç пулман, вăл хăй вăхăтĕнче Зойăна Мускава яманнишĕн хытах ÿкĕннĕ иккен.

Студент çулĕ хаваслă иртнĕ. Спорт, культура мероприятийĕсене пурне те хастар хутшăннă.   Зоя Григорьева хăшпĕр самантсене ăшшăн аса илчĕ. Чăвашсем Раççей патшалăхне кĕнĕренпе 425 çул çитнине чаплăн уявланине куç умне кăларчĕ. Концертра Зоя солистка пулнă.

– Çинçе хĕрĕн сасси епле мăнаçлă,– тенĕ аслă шкулти Лариса Гаранина педагог. – Унăн пысăк сцена çинче юрламалла.

Çулсем иртнĕ пулин те Зоя Григорьева шăпчăк пекех юрăсене шăрантарать. Репертуара пуянлатсах пырать. «Ватăлма вăхăт çук»,– тет вăл ăшшăн кулса.

Елена ПОРФИРЬЕВА.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Сентябрь 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ