Пăртассем уявра савăнчĕç

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 28.08.2019, 16:42 Просмотров: 237

Районти чи пысăк ял – Пăртас – кăçал 300 çул тултарчĕ. Анчах та вăл тата 48 çул аслăрах пулнине çирĕплетекен архив докуменчĕсем те пур иккен. Кун пирки кăçал паллă пулчĕ.

Пăртассем ял уявне тахçанах хатĕрленме тытăннă. Кăçал Клуб урамĕнчен пуçласа Чукун çул урамĕ таран вак чул сарчĕç. Харăс икĕ матч ирттермелĕх футбол уйĕсем тирпейлесе хатĕрлерĕç. Тата ытти курăмлă ĕçсем туса ирттерни çинчен палăртса хăварчĕ Пăртас ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Николай Петров халăха уяв ячĕпе саламланă май.

Ял историйĕ чăнах та пуян. Пăртас ĕлĕк виç ялпа – Тулти Пăртаспа Шалти Пăртас тата Сурнар – пĕрлешсе пĕр пысăк ял пулса кайнă. Халĕ Пăртас ял поселенине юнашарти ялсем те – Çарăклă, Волонтер, Кĕперлĕ Кÿлхĕрри, Вăрман Шăхаль, Пĕнер Айкăш – кĕреççĕ. Ялта шкул, клуб, фельдшер пункчĕ, почта, 4 лавкка ĕçлеççĕ. Газ кĕртнĕ, асфальт çул хывнă, ирĕн-каçăн ГАЗель çÿрет, ял тĕлĕнче поезд чарăнать. Çулсерен капмар та пысăк кирпĕч çуртсем çĕклеççĕ çамрăксем. «Çакă питĕ лайăх та ырă пулăм, – терĕ район администрацийĕн строительствăпа ЖКХ пайĕн пуçлăхĕн заместителĕ Владимир Леонтьев та пăртассене саламласа. – Пур ялта та кун пеккине кураймастăн. Ял пуласлăхĕ – çамрăксенче».

Ку чăнах та çапла, ачасем çуралаççĕ. Виççĕмĕш, тăваттăмĕш ача çуратнă мăшăрсем пур. Анчах чи ватă çынсен йышĕ чакса пырать. «Ял илемĕ, пуянлăхĕ хамăртан килет. Тăван ялта хастар çынсем пулни пурне те савăнтарать, мăнаçлантарать», – терĕ район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ Виталий Николаев пăртассене малашне те çавăн пек пулма сĕнсе.

Яланхилле чи ватă çынсене, кăçал мăшăрланнисене, тин çуралнисене саламларĕç. Вĕсемпе пĕрлех «Чи лайăх хушма хуçалăх», «Чи хитре чечек пахчи» сумлă ятсене тивĕçнисене парнесемпе тата хисеп хучĕсемпе чысларĕç.

Пăртас артисчĕсен тата районти культура çурчĕ çумĕнчи «Санар» пултарулăх ушкăнĕсен номерĕсем пурне те кăмăла кайрĕç. Настя Кондратьева, Настя Адякова тата Элĕкри «Аса ил» музыкăпа-инструмент ансамблĕн юррисене пурте кăмăлласа итлерĕç. Уява Елена Макаровапа Лариса Васильева ертсе пычĕç.

Хăнăхнă йăлапа, çамрăксем хушшинче Виталий Николаев депутат парнисемшĕн футбол турнирĕ иртрĕ. Йĕпреçсен, явăшсен, пăртассен кĕçĕн тата аслă ушкăнсен командисем вылярĕç. Уявра ялти библиотека ертÿçи Ольга Иванова йĕркеленĕ фотозона пурне те кăмăла кайрĕ, черет тăрсах сăн ÿкерĕнчĕç унта пăртассем. Вăлах ял пурнăçĕпе ял библиотекин ĕçĕ-хĕлĕ çинчен сăнланă стендсем умĕнче ял çыннисем нумайччен кайма пĕлмерĕç. Ольга Елизаровна ĕçлеме пуçланăранпа ачасем библиотекăна тата ытларах хавас кăмăлпа çÿреме пуçларĕç. Вăл кĕçĕннисене кĕнеке тĕнчипе туслаштарса тĕрлĕ конкурссене хутшăнтарать. Районта анчах мар, республика шайĕнче те малти вырăнсене йышăнаççĕ вĕсем.

Ачасене кĕçех самаях улшăннă, хитреленнĕ хăтлă шкул кĕтсе илĕ. Кунти ырă улшăнусем ачасене анчах мар, ашшĕ-амăшне те савăнтараççĕ. Ялти уйрăм предпринимательсен ушкăнĕ шкул директорне Елена Васильевна Никитинана курăмлă ĕçсемшĕн хавхалантарма сертификат пачĕç.

Николай Ключниковпа Владимир Егоров, Валентина Печникова, Кристина Софроновапа Виктория Николаева вара ял уявне малалла тăсма пур ăрăва та каçхи дискотекăна пуçтарчĕç. Паллă юрăçсен юрри-кĕввипе чылайччен савăнчĕç пăртассем.

Людмила Алексеева.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика