ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Успей подписаться! Идет подписка на районную газету "Путь победы". В почтовых отделениях стоимость подписки составляет 462 руб. 36 коп. В редакции газеты - 270 руб."

Ырăлăх – ĕмĕрлĕх

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 28.08.2019 16:43 Просмотров: 47

Çынра ырăлăх пĕрре тĕвĕленнĕ пулсан ĕмĕрĕпе те иксĕлмест. Çакна Вăрнарта пурăнакан Гульзегера Хазкаримовна Абдурахманова тĕслĕхĕпе те çирĕплетме пулать.

Галя апла (чăвашра ăна çапла чĕнеççĕ) хăй 87 çула çывхарса пырать пулин те куçĕсем япăх куракан ватăна – Лидия Салахована – пулăшать. Çуллахи вăхăтра урамра иккĕшĕ çаврăтăнса утнине час-часах курма пулать. «Ман пулăшу мĕн ĕнтĕ вăл. Ун патне юлташла çÿретĕп. Çывăх çыннисен тимлĕхĕ те ăна çителĕклех чун хавалне ÿстерет», – тет сăпайлăн ырă чĕреллĕ хĕрарăм.

Хваттерĕнче куçа тÿрех сервант çинчи туй пукани тыткăнланине те Галя аппа тÿрех сисрĕ. «Ку пĕртăван пиччен мăнукĕн хĕрĕн, Гульăн», – терĕ кăмăллăн вăл. Хăйне шăпа ачаллă пулма пÿрмен иккен. Мăшăрланăва кĕнĕ-ха вăл, анчах çемьеллĕ пурнăçра упăшкипе телей тупайман. Кун хыççăн тепĕр хут çемьеленес шухăш пуçра та пулман унăн. Ахăртнех, кун сăлтавĕ Галя аппа пĕртăван пиччĕшĕн хĕрне хăйĕн хÿттине илме тивнипе çыхăннă. Розăн амăшĕ ирех çĕре кĕнĕ. Галя аппа çулталăк та икĕ уйăхри ачашăн чи çывăх çынран пĕри пулса тăнă.

Гульзегера Хазкаримовна Тутарстан Республикинчи Буинск районĕнче çуралса ÿснĕ. Вĕсен ялĕ Елчĕк районĕнчи Лащ Таяпаран виçĕ çухрăмра вырнаçнă иккен. «Пирĕн ялта çурри чăвашсем, çурри тутарсем пурăнатчĕç», – чăвашла калаçса ÿсмен пулин те ку чĕлхепе çăмăллăн пуплет Галя аппа.

Ашшĕ унăн колхоз председателĕнче тимленĕ, анчах та шăнса пăсăлса йывăр чирлесе кайса ытла та ир çĕре кĕнĕ. Икĕ ачине ахаль те çухатнă амăшĕн хуйхи татах пысăкланнă. Çитменнине, ĕçри инкеке пула ун хăрах куçĕ суккăрланнă.

Çемье йывăрлăха кĕрсе ÿкнĕрен Галя аппан тем пек вĕренес килсен те пĕлĕве ÿстересси пулман. «Пушмак та, çи-пуç та çукчĕ. Анне пичче салтакран таврăнсан вĕренĕн тетчĕ. Анчах та вăл çичĕ çул хĕсметре тăчĕ. Çапла тăватă класран малалла каясси пулмарĕ», – шухăшлăн пĕлтерчĕ вăл.

Галя аппа колхозра ĕçе кÿлĕннĕ, сурăхсем пăхнă. «Пичче салтакран килсен Вăрнарта ĕçе вырнаçрĕ. Кунта куккан арăмĕ пурăнатчĕ. Хыççăнах пичче аннене те пĕрле илсе кайрĕ. Эп вăл вăхăтра фермăра тимлеттĕм. Паспорт пулнă пулсан эпĕ те çемьепе пĕрле тÿрех кунта куçса килнĕ пулăттăм...» – çамрăклăхри йывăр тапхăра аса илни ăна куççульлентерчĕ.

Вăхăт иртсен çапах та май тупса Вăрнара килме пултарнă Гульзегера Хазкаримовна. Вербовкăпа пĕр çулталăк Пермь облаçĕнче стройкăра штукатур-малярта вăй хунă. Унтан таврăнсан Вăрнарти хими заводне строительство бригадине вырнаçнă, çĕнĕ объектсем çĕклес ĕçе хутшăннă. Яланах тăрăшулăхĕпе, тимлĕхĕпе палăрнă вăл, нимĕнле ĕçрен те хăраса тăман. Çавăнпах ĕнтĕ завод ертÿлĕхĕ енчен наградăсене те, премие те час-часах тивĕçнĕ.

/пкине операци тусан Галя аппа хуçалăх службине куçнă – производство пÿлĕмĕсене тасатас ĕçре тăрăшнă. Пĕтĕмĕшле вара заводри стажĕ унăн 35 çул çулпа танлашнă.

– Пĕтĕм хуйхă-суйха ĕçре пусарнă. /ркевлĕх мĕнне пĕлмен. Малтанхи вăхăтсенче укçа çитсе пымастчĕ те, калымсене пайтах çÿренĕ. Юрать, завод нумай пулăшрĕ. Хваттерпе тивĕçтерчĕ. Пире, ветерансене, паянхи ертÿлĕх те манмасть: кашни уявах чĕнеççĕ, парнесемпе, грамотăсемпе чыслаççĕ, хушма пенсипе тивĕçтереççĕ, – кăмăллăн калаçать Галя аппа, Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ çĕкленсе пынишĕн чĕререн хĕпĕртенине пытармасăр.

Çав тери савăнăçлă пурнăç курман, операци хыççăн операци тÿссе ирттернĕ пулин те хăй шăпине ÿпкелемест вăл. Халь каланипе пурпĕр нимĕн те улăштараймастăн, тет. Поселокри халăх кăмăллă пулнишĕн, темиçе наци юнашар килĕштерсе пурăннишĕн савăнать ырă чунлă хĕрарăм, Вăрнар хăйĕншĕн тăван кил пулса тăнишĕн мăнаçланать.

Галя аппана пурте хисеплеççĕ. «Çулсем иртнĕ пулин те яланах пулăшу алли тăсма хатĕр вăл. Ырăлăхĕ унра ытла иксĕлми», – теççĕ кÿршисем.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Сентябрь 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ