Вăрнарсем те саламларĕç

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 28.08.2019, 16:44 Просмотров: 259

Шупашкарăн 550 çулхи юбилейĕ ячĕпе тĕп хуламăрта кăçала тĕрлĕ пулăмсем палăртнă. Тĕп мероприятисем вара иртнĕ шăматкунччен пĕр эрне пычĕç. Шупашкарăн кашни микрорайонĕнче, вун-вун площадкăра иртрĕç вĕсем.

Уйрăмах тĕп хуламăра шăматкун пин-пин халăх пухăнчĕ, вĕсене вуншар мероприяти тыткăнларĕ: тĕрлĕ енлĕ куравсем, ал ĕçĕсен площадкисем, концерт программисем.

Пĕтĕм Раççейри фестиваль йĕркипе чансен асамлă сассипе пуçланчĕ вăл. Мĕн чухлĕ илемлĕ сасă саланчĕ хула çийĕн. Чăваш ен спорт регионĕ пулнăран уява пĕрлехи зарядка тăсрĕ. Хыççăнах халăх Атăл çинчи шыв спорчĕн фестиваль-шоуне пăхса киленчĕ.

Çак кун апат-çимĕç, Ĕç Мухтавĕн, музыка искусствин фестивалĕсем ĕçлерĕç, хула техникин парачĕ тата ытти те иртрĕ.

Паллах, хула çыннисемпе ун хăнисене пуринчен ытла «Стрижи» пилотаж ушкăнĕн авиашоувĕ тыткăнларĕ. Чаплăран та чаплă, тĕлĕнмелле пулăм! Таврара МиГ-сен хăватлă моторĕн сасси çур сехет чĕресене хумхатса илтĕнчĕ. Чи малтанах тÿпене соло-пилот çĕкленчĕ. Пысăк хăвăртлăхпа тĕрлĕ фигурăсем «çавăрчĕ» вăл. Хыççăнах Шупашкар заливĕ çийĕн ултă истребитель вĕçсе хăпарчĕ, пуян программăпа савăнтарчĕ.

Çавăн пекех çак кун хăнасен – паллă артистсен: Викторийăпа Антон Макарскисен, Петр Захаровăн концерчĕсем иртрĕç.

Уяв мероприятийĕсене «Чебоксары – город твоих побед» театрализациленĕ курăм тата Турецкий хорĕн концерчĕ вĕçлерĕç.

Çак кун республикăна Раççей финанс министрĕн заместителĕ Алексей Лавров, Кубăн Раççей Федерацийĕнчи чрезвычайлă тата полномочиллĕ Посолĕ Херардо Пеньяльвер Порталь килсе çитнĕ. Вĕсене Чăваш енри ĕç тăвакан влаç органĕсен представителĕсемпе пĕрле тĕрлĕ курав, творчество площадкисенче курма кăмăллă пулчĕ. Делегацие Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн председателĕ Иван Моторин ертсе пычĕ.

Каçхине Юрă уйĕнчи сцена çинчен вĕсем пĕтĕм халăха Шупашкар юбилейĕпе саламларĕç. Пысăк экран çинчен Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн салам сăмахĕсем янăрарĕç.

Тĕп хуламăрăн 550 çулхи юбилейне вăрнарсем те хутшăнчĕç. «Гостеприимная Чувашия» фестиваль йĕркипе вĕсем курава тĕлĕнмелле чаплă экспонат – «Вурнарец» трактора тăратрĕç. Ăна мĕнрен тетĕр – панулмирен ăсталанă. Каркасне «Звездопад» ĕçченĕсем хатĕрленĕ. Ураписене çĕрулмипе тата куккуруспа илемлетнĕ. Миçе çимĕç кайнă – авторĕсем те тĕп-тĕрĕс калаймаççĕ. Ырра, кăçал панулми ăнса пулчĕ. Вырăнти влаç представителĕсен ăна шырама аякка кайма тивмен – администраци садĕнче улмуççисем чылай ÿсеççĕ. Сумлă хăнасене тата куракансене вăрнарсен «картишĕнче» театрализациленĕ программăпа кĕтсе илчĕç. Вĕсем муниципалитетсен пĕрлехи концертĕнче те халăха чунтан савăнтарчĕç.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика