Сусăрсене ĕçпе тивĕçтереççĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 31.08.2019, 16:53 Просмотров: 332

Чăваш енри ĕçлев центрĕсем сусăрсене ĕç тупма пулăшаççĕ

Республикăра пурăнакан сусăрсене ĕç тупма тата общество пурнăçне хутшăнма пулăшакан мера çителĕклех. Палăртса хăвармалла: гражданинăн инвалидноçе çирĕплетнĕ хыççăнах ăна ĕçе вырнаçма пулăшас тĕлĕшпе ĕçлеме пуçлаççĕ.

Халăха ĕçпе тивĕçтерекен служба 2016 çултанпа реабилитаци тата абилитаци программисенче кăтартнисемпе килĕшÿллĕн инвалидăн професси тата социаллă реабилитаци тата абилитаци ĕçĕсене йĕркелесе пырать. Программăна уйрăм çыннăн ыйтăвĕсене тивĕçтермелле хатĕрлеççĕ, «Раççей Федерацийĕнчи инвалидсен социаллă хÿтлĕхĕ çинчен» саккунăн 11-мĕш статйипе килĕшÿллĕн ăна патшалăх влаç тата вырăнти хăй тытăмлăх управленийĕн органĕсен туллин пурнăçламалла.

Кашни уйăхра РФ Пенси фончĕ, Чăваш Республикин Ĕçлев министерстви паракан сведенисене тĕпе хурса ĕçлеме ирĕк пур инвалидсен списокне хатĕрлеççĕ. Ĕçлев центрĕсем çав перечене кĕртнĕ сусăрсене патшалăхăн пулăшу ĕçĕсем çинчен пĕлтереççĕ, кирлĕ чухне ĕçе вырнаçма пулăшаççĕ.

Республикăри Ĕçлев центрĕсем ĕçлеме пултаракан ÿсĕмри инвалидсен сведенийĕсене сăнасах тăраççĕ. Сăмахран, 2019 çулхи çурлан 1-мĕшĕ тĕлне ĕçлеме пултаракан ÿсĕмри 24,5 пин инвалидăн даннăйне пухнă, çак шутран 23 пинĕшне (93,8 процент) ĕçлев службисен пулăшу ĕçĕсем çинчен пĕлтернĕ.

Сывлăха пула пур çĕрте ĕçлейменнисем валли ĕç вырăнĕ тупма вакансисен ятарлă банкĕпе усă кураççĕ. Ăна ЧР Ĕçлев министерствин тата ĕçлев центрĕсен сайчĕсенче вырнаçтарнă. Хальхи вăхăтра унта инвалидсем валли 300 ытла ĕç вырăнĕ пуррине кăтартнă.

Предприятисемпе организацисем инвалидсем валли палăртакан вакансисем, тĕпрен илсен, пурте квотăпа килĕшÿллĕн 100 ытла çын ĕçлекен предприятисенче сусăрсем валли ĕçченсен списокĕнчи вăтам шутран 3 процент чухлĕ ĕç вырăнĕ уйăрмалла, 35–100 çынлă организацисен – 2 процент.

2019 çулхи çурла уйăхĕн         1-мĕшĕ тĕлне квотăна çакăн пек пурнăçланă: 100 ытла çын ĕçлекен 354 организацире 2105 инвалид вăй хурать, çак йышран квота шучĕпе – 1706 çын. Квотăна 87 процент тултарнă. 35–100 çын ĕçлекен 1280 организацире 1097 сусăр вăй хурать, çак йышран 789-шĕ – квота шутĕнчен. Квотăна 89,5 процент пурнăçланă.

Республика Правительствин шайĕнче кашни çулах çирĕплетнĕ квотăпа килĕшÿллĕн инвалидсем валли уйăрмалли ятарлă ĕç вырăнĕсен хисепне палăртаççĕ. 2019 çулта Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн пуш уйăхĕн 27-мĕшĕнчи 86-мĕш постановленийĕпе 273 организацирен тăракан список çирĕплетнĕ, вĕсен 312 ятарлă ĕç вырăнĕ йĕркелемелле.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика