37 çемье усă курнă

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 31.08.2019, 16:53 Просмотров: 282

Ачаллă çемьесене социаллă хÿтлĕхпе тивĕçтерес мерăсен шутне 38 тĕрлĕ тÿлев, пособи тата компенсаци кĕрет. Вăл шутра – республикăри амăшĕн капиталĕ. Ăна тÿлеме кăçал бюджетран 146,8 млн тенкĕ пăхнă.

Çулталăк пуçланнăранпа Чăваш енре республикăри амăшĕн капиталĕпе 1090 çемье усă курнă. Вĕсене патшалăх енчен пĕтĕмпе 74,5 млн тенкĕлĕх пулăшу панă. Çемьесенчен 66,1 проценчĕ капитала çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма, 33,9 проценчĕ ачисене вĕрентме янă.

Районти социаллă хÿтлĕх пайĕн пуçлăхĕ Ирина Смолина пĕлтернĕ тăрăх, пирĕн районта республикăри амăшĕн капиталне 37 çемьене 2,68 млн тенкĕ куçарса панă: 67,65 процентне – çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма, 32,35 процентне – ачисене вĕрентме.

Амăшĕн капиталĕн укçи-тенкипе çавăн пекех инвалид ачасен социаллă адаптацийĕ тата обществăри интеграцийĕ валли тавар туянма тата тивĕçтерÿсем илме усă курма юрать.

Çулталăк пуçланнăранпа Чăваш енри 385 çемье федераци амăшĕн капиталĕн 8,8 миллион тенкипе ачасен шкулчченхи вĕрентĕвĕшĕн тÿлеме усă курнă.

Пĕтĕмпе вара федераци программи вăйра тăнă вăхăтра республикăри 1185 çемье çак тĕллевпе амăшĕн капиталĕн 37 миллион тенкине тăкакланă.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика