ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Успей подписаться! Идет подписка на районную газету "Путь победы". В почтовых отделениях стоимость подписки составляет 462 руб. 36 коп. В редакции газеты - 270 руб."

Пĕрле вĕреннĕ туссене манар мар!

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 31.08.2019 16:54 Просмотров: 69

Пăртасри шкулта пĕрле вĕреннисем çак кунсенче тĕлпулăва пухăнчĕç.

Палăртнă вăхăта пурте тенĕ пекех пуçтарăнчĕç. Нумайăшĕ мăшăрпа килнĕ. Ертсе пыракан пурне те сĕтел хушшине вырнаçма ыйтрĕ. Кĕçех ĕç хушрĕ – пĕрремĕш класа мĕнлерех кайнине аса илмелле пулчĕ. Кăштах вăхăт иртсен асаилÿ çăмхи аслăрах классене те çитрĕ.

Пурте хастар пулчĕç, кашниех мĕн те пулин интересли астăвать. Класс ертÿçине те тĕлпулăва чĕннĕ, Зоя Павловна Сенькова кашни ача пирки аса илсе калаçрĕ.

Хумхануллă самантсем чылай пулчĕç. 30 çул хушшинче çухатусăр пулман. Шел те, пĕр класра вĕренсе тухнă ачасенчен саккăрăшĕ çут тĕнчерен уйрăлнă. Вĕсене асăнса ура çинче пĕр минут сăмах чĕнмесĕр тăтăмăр. Чылайăшĕн куçĕсем шывланчĕç.

Кĕçех ертÿçĕ конкурссем ирттерме пуçларĕ. Шкулта вĕрентекен предметсене каламалла. Аса илеймесен «доска» умне тухмалла, кунта тĕрлĕ ĕçсем пурнăçламалла. Тĕрĕсрех каласан, пĕр каçлăха пурте ачалăха таврăнтăмăр. Вечерта юрă-ташă, кулă хуçаланчĕ. Класс ертÿçипе уйрăлнă май хамăр çырнă юрра юрларăмăр:

Виçĕ хутлă çак шкулта татах вĕренесчĕ,

Хамăр ырă ĕçсемпе çынна савăнтарасчĕ.

Хамăр тус-юлташсене нихçан манас марччĕ,

Çакăн пек тĕлпулусене татах пухăнасчĕ.

Тĕлпулăва Лена Чечикова, Оля Филимонова, Алина Иванова йĕркеленĕ. Тавтапуç, хĕрсем, пархатарлă ĕçшĕн, пурне те савăнăç парнеленĕшĕн.

Вероника ДМИТРИЕВА.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Сентябрь 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ