Патриотсем ÿсчĕр-и?!

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 31.08.2019, 16:55 Просмотров: 293

Паянхи кун районта Пĕтĕм Раççейри обществăлла организацисен вырăнти çак уйрăмĕсем пур: «Афганистан ветеранĕсен союзĕ», «Совет офицерĕсен союзĕ», «Байконур ветеранĕсен союзĕ», «Çурçĕр Кавказри çар ĕçĕсен ветеранĕсен союзĕ», «Десантниксен тăванлăхĕ», «Тинĕс-çар çыннисен тăванлăхĕ», «Пограничниксен тăванлăхĕ», «Германири Совет çарĕсен ушкăнĕсен ветеранĕсен обществăлла организацийĕ» (ГСВГ). Вĕсен тĕллевĕ – çамрăк ăрăва патриотизм воспитанийĕ парасси.

Обществăлла организацисем шкулсемпе пĕрлешсе ĕçлеççĕ. Акă Çурçĕр Кавказри çар ĕçĕсен ветеранĕсен союзĕн председателĕ Андрей Николаев учительсен августри конференцийĕнче тухса калаçнă. Пĕлтерĕшлĕ ĕçе йĕркелесе пыракансен хăйсен кĕсйинчен сахал мар укçа-тенкĕ кăларма тивет. Анчах та вĕсем, çамрăк ăрăвăн çутă пуласлăхĕшĕн тăрăшакансем, иксĕлми хастарлăхпа палăрса тăраççĕ. Ачасемпе çамрăксенче патриотла кăмăл-туйăма аталантарас тесе ырми-канми ĕçлеççĕ, хăйсен нухратне те шеллемеççĕ.

Акă ырă ята тивĕçнисенчен пĕри – Иван Анатольевич Данилов. Вăл пограничник. Хапăсри «Моряксен çамрăк тусĕсем» отряда çÿрекенсене парнесем парса хавхалантарнă. ГСВГ ветеранĕсен союзĕн ертÿçи Анатолий Иванович Васильев та ырă тĕслĕх кăтартать.

– Çичĕ çул каялла нарăс уйăхĕнче районти ача-пăча пултарулăх çурчĕ çумĕнче эпир пĕрремĕш хут «Пограничниксен çамрăк тусĕсем» отрядсен слетне йĕркелесе ирттертĕмĕр, – тенĕ Андрей Николаев конференцире. – Мероприятире Хапăсри шкул команди çĕнтернĕччĕ. Хапăссем халĕ те хастар. Юлашки пилĕк çулта обществăлла организацисем тăрăшнипе тĕрлĕ турнирсемпе ăмăртусем, слетсем 20-е яхăн ирттернĕ. Ачасем Йошкар-Ола хулине, Раççей ФСБ авиаци базине, Шуршăлти Космонавтика музейне, Раççей Геройĕсем Николай Гавриловпа Леонид Константинов çуралнă тăван тăрăха – Канаш районĕнчи Янкăлча, Йĕпреç енчи Липовкăна – çитсе курнă. Палăртмалла, 2012 çултанпа слетсене кĕркунне те, хĕлле те, çуркунне те йĕркелеççĕ.

Шел пулин те, мероприятисене Вăрнарти 1-мĕш, 2-мĕш, Санарпуç, Вăрман Кипек, Пăртас, Вăрманкас шкулĕсенчи ачасем хутшăнмаççĕ. Калинино, Хапăс, Кульцав шкулĕсенче пограничниксен çамрăк тусĕсен отрячĕсем уйрăмах лайăх ĕçлеççĕ. Çĕрпелти пĕлÿ çурчĕ те ырă ятра: шкулти «Çамрăк тинĕс пехотинецĕсем» отрячĕ кашни слета хутшăнать.  

– Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче чаплă Çĕнтерÿ тунăранпа 75 çул çитет. Уява пĕтĕм халăх чыслăн кĕтсе илме хатĕрленет. Паттăрсен ячĕ çамрăк ăрăвăн асĕнче юлтăр тесен хытах тăрăшмалла. Плансем пысăк. Моряксен, пограничниксен, десантниксен, ГСВГ салтакĕсен çамрăк тусĕсен отрячĕсен слечĕсене ирттерме палăртатпăр, – калаçăва малалла тăсрĕ Андрей Николаев. – Пирĕнпе ытти обществăлла организацисем те – казаксен пĕрлешĕвĕсен, Совет офицерĕсен, Афганистан ветеранĕсен, Байконур салтакĕсен союзĕсем – тачă çыхăну тытма пултараççĕ.

Патриотизм воспитанине парас ĕçре вĕрентекенсен тÿпи пысăк. «Доблесть» çар ĕçĕсен ветеранĕсен обществăлла организацийĕ ячĕпе Андрей Николаев конференцире Калининăри шкул директорне Татьяна Ефимовăна, вĕрентекенсене – Тамара Васянинăна (Кульцав), Людмила Волковăна (Хапăс), Николай Павлова (Мăн Явăш) тата райадминистрацин вĕрентÿ тата çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхне Денис Трофимова Хисеп грамотисемпе чысланă.

Елена ПОРФИРЬЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика