ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Успей подписаться! Идет подписка на районную газету "Путь победы". В почтовых отделениях стоимость подписки составляет 462 руб. 36 коп. В редакции газеты - 270 руб."

Пысăк ĕç умĕнхи канашлу

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 31.08.2019 16:56 Просмотров: 119

Тунтикунтанпа педагогсемшĕн те, вĕренекенсемшĕн те пысăк ĕç тапхăрĕ пуçланать. Ун тĕллевĕсене ку тытăм ĕçченĕсем августри канашлура палăртнă.

Ĕçсен пысăк пайĕ «Вĕрентÿ» наци проекчĕсен йĕркипе пурнăçланĕ. Регионта пĕтĕмпе сакăр проект ĕçлет: «Паянхи шкул», «Кашни ача çитĕнĕвĕ», «Ачаллă çемьесене пулăшасси», «Пуласлăх учителĕ», «Цифрăллă вĕрентÿ хутлăхĕ», «Çамрăк профессионалсем», «Социаллă хастарлăх», «Кашни валли çĕнĕ майсем». Пирĕн районта вĕсенчен улттăшне пурнăçа кĕртеççĕ.

Тĕп докладпа тухса калаçнă май, район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ – вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕ Денис Трофимов тытăмăн кашни тапхăрне тишкернĕ, çитĕнÿсемпе çитменлĕхсем çинче чарăнса тăнă.

Юлашки çулсенче вĕрентÿ организацийĕсем пурлăхпа техника базине пуянлатассине пысăк тимлĕхе илнĕ. «Паянхи шкул» наци проектне пурнăçласа, акă, Вăрнарти 2-мĕш тата Калининăри вăтам шкулсенче «/сĕм точки» центрсем ĕçлеме тытăнĕç, вĕсенче чи çĕнĕ йышши медиацентрсем туса хурĕç.

«Наука в школу» проектпа килĕшÿллĕн Вăрнарти 2-мĕш шкулăн биологи кабинечĕ валли лаборатори оборудованийĕ килсе çитнĕ. «Цифрăллă вĕрентÿ хутлăхĕ» федераллă проекта пурнăçласа мĕнпур шкул пысăк хăвăртлăхлă интернетпа çыхăнĕ, онлайн-вĕрентÿ тата электронлă документ çаврăнăшĕ лайăхланĕ.

Паллах, вĕрентÿ тытăмĕ умĕнчи задачăсене ăнăçлă пурнăçласси кадрсенчен нумай килет. Пĕлÿ пахалăхĕ педагогсен профессионализмĕпе тÿрремĕн çыхăннă. Районта учительсен ăсталăхне ÿстерессипе çулсерен тĕрлĕ семинарсем, мастер-классем, квалификацие ÿстерекен курссем, мал опытпа паллаштаракан мероприятисем иртеççĕ. Шкулсенче учительсем валли тивĕçлĕ условисем йĕркелеççĕ. Анчах та ыйтусем те пур-ха. Чи çивĕччи – çамрăк специалистсем ял шкулĕсене çав тери сахаллăн килни. Паянхи куна, сăмахран, районта ют чĕлхе, вырăс чĕлхипе литератури, физика тата информатика, биологипе хими предмечĕсен учителĕсем çитмеççĕ. Ку ыйтăва «Земство учителĕ» программа çăмăллатас шанăç пур, паллах.

Çитменнине, паянхи пĕтĕмĕшле педколлективран тĕслĕх илмелли пур. Вăрнарти 2-мĕш вăтам шкулти акăлчан чĕлхи учителĕ Ольга Валерьяновна Физер, акă, «Чăваш енри çулталăк учителĕ-2019» конкурс çĕнтерÿçи пулса тăчĕ.

Методика ăсталăхĕн республика конкурсĕнче ку шкулти Татьяна Анатольевна Сапожникова, Элина Владимировна Сюсина, Владимир Анатольевич Смирнов, Вăрнарти   1-мĕш шкулти Румия Рашидовна Басырова, Анна Геннадьевна Васильева, Нина Васильевна Бурмистрова, Инна Михайловна Егорова, Малти Ишек шкулĕнчи Нина Вячеславовна Иванова, Пăртас шкулĕнчи Александр Николаевич Никитин, Çĕрпел шкулĕнчи Марина Витальевна Васильева, Татьяна Николаевна Миронова, Санарпуç шкулĕнчи Галина Ивановна Егорова çĕнтерÿçĕсен йышне кĕнĕ.

Вăрнарти 2-мĕш вăтам шкулти Анастасия Александровна Майорова, Людмила Петровна Прокопьева, Елена Николаевна Горбунова, Алексей Владимирович Константинов, Алина Васильевна Григорьева, Ольга Владимировна Ильина, Вăрнарти 1-мĕш шкулти Зоя Петровна Казакова, Наталья Владимировна Федорова, Санарпуç шкулĕнчи Галина Ивановна Егорова, Калинино шкулĕнчи Людмила Михайловна Терентьева, Кÿстÿмĕр шкулĕнчи Наталья Михайловна Васильева, Вăрманкас шкулĕнчи Людмила Васильевна Ефимова учительсен вĕренекенĕсем республика шайĕнчи олимпиадăсен çĕнтерÿçисемпе призерĕсем пулса тăнă.

Патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕсен тата пĕтĕмлетÿллĕ аттестацийĕн кăтартăвĕсем аван. Кăçалхи выпускниксенчен те ытларахăшĕ çĕршыври аслă шкулсенчи бюджетлă вырăнсене çăмăллăнах вĕренме кĕнĕ.

Класс тулашĕнчи ĕçе шкулсенче кăтартуллă йĕркеленĕ. Ку енĕпе уйрăмах Аçăмçырми, Вăрнарти       1-мĕшпе 2-мĕш, Хапăс, Ярмушка, Санарпуç, Кĕçĕн Кипек, Калинино, Çĕрпел шкулĕсенче, ача-пăча пултарулăх çуртĕнче, ача-пăча ÿнер тата спорт шкулĕсенче тимлесе ĕçлеççĕ, сумлă конкурс-ăмăртусенче палăраççĕ.

Хĕрÿ тапхăр умĕн вĕрентÿ ĕçченĕсене Чăваш Республикин вĕрентÿпе çамрăксен политикин министрĕн заместителĕ Надежда Дмитриева, район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев саламланă.

Çамрăк ăрăва пĕлÿпе воспитани парас тивĕçлĕ ĕçшĕн чылайăшĕ тĕрлĕ шайри наградăсене илме пултарнă. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотипе Вăрманкас шкулĕн директорне Наталия Александровна Михайлована чысланă. Тавĕпе – Вăрнарти 2-мĕш шкулти кĕçĕн классен учительне Наталья Анатольевна Ксенофонтована.

Чăваш Республикин Вĕрентÿпе çамрăксен политикин министерствин Хисеп грамотине тивĕçнисем: Вăрман Кипекри шкул директорĕ Анна Петровна Андреева, Вăрнарти 2-мĕш шкулти географи учителĕ Алина Васильевна Григорьева, Вăрнарти 1-мĕш шкулти кĕçĕн классен учителĕ Надежда Валерьяновна Леонтьева, Малти Ишек шкулĕн физкультурникĕ Борис Терентьевич Семенов, «Рябинка» ача сачĕн воспитателĕ Людмила Евгеньевна Шлюпкина.

Поселокри «Березка» ача сачĕн музыка руководительне Ольга Александровна Стеклована Чăваш ен Пуçлăхĕн грантне тивĕçнине ĕнентерекен свидетельствăпа чысланă.

Вăрнарти ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн – «Вурнарский» ФСК директорĕ Владимир Викториевич Прокопьев «100 лет дополнительному образованию детей» паллăна тивĕçнĕ.

Тухăçлă ĕçре палăрнисене çавăн пекех район администрацийĕн, вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн, вĕрентÿ ĕçченĕсен профсоюзĕн Хисеп хучĕсемпе наградăланă.

Кăçалхи вĕренÿ çулĕнче районти шкулсенче парттăсем хушшине пĕтĕмпе 3459 вĕренекен ларать. Вăл шутран 376 ачашăн шăнкăрав пĕрремĕш хут янăрĕ.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ