Вăхăтра тÿлеççĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 04.09.2019, 09:08 Просмотров: 326

Районти социаллă хÿтлĕх пайĕ патшалăх енчен уйăракан тÿлевсене граждансем патне вăхăтра çитерет.

Августра, акă, пурăнмалли çурт-йĕршĕн тата коммуналлă тивĕçтерÿсемшĕн паракан социаллă пулăшăва пĕчĕк тупăшлă 67 çемье илнĕ.

Вĕсене тÿлеме патшалăх бюджетĕнчен 91,2 пин тенкĕ тăкакланă. Çулталăк пуçланнăранпа субсидие 292 çемье тивĕçнĕ, ку тĕллевпе 1913,84 пин тенкĕ уйăрнă.

Федераллă саккунпа ачаллă çемьесене пособисемпе тивĕçтересси те тĕллевлĕ пурнăçланать. Августра ача пăхнăшăн паракан уйăхсеренхи тÿлеве 171 çынна 991,24 пин тенкĕ тÿленĕ. Ача çуратнăшăн пĕр хутчен паракан пособие вуннăн илнĕ – 174,79 пин тенкĕлĕх. Пĕрремĕш ачашăн 87 çемьене кашни уйăхра палăртнă тÿлеве параççĕ – августра пĕтĕмпе 788,8 пин тенкĕ тăкакланă.

Çавăн пекех 1066 çемьене 1300,34 пин тенкĕлĕх ача пособине, 29 çынна 225,51 пин тенкĕлĕх тăлăх ача пособине, 36 çемьене 355,80 пин тенкĕлĕх ачасене хÿтлĕхе илнишĕн паракан пособие тÿленĕ.

Ачаллă çемьесене пулăшассине «Демографи» наци проектĕнче те палăртнă. Пирĕн республикăра, акă, виççĕмĕш е хыççăнхи ачасем çуралнăшăн (усрава илнĕшĕн) уйăхсеренхи укçа тÿлевне пама йышăннă. Августра та ăна 157 çемье вăхăтра туллин илнĕ. Пĕтĕм республикипе кунашкал пулăшăва тивĕçнĕ çемьесен хисепĕ 3985-пе танлашать.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика