ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Успей подписаться! Идет подписка на районную газету "Путь победы". В почтовых отделениях стоимость подписки составляет 462 руб. 36 коп. В редакции газеты - 270 руб."

Пĕлÿ кунĕнче паспортсем илнĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 04.09.2019 09:09 Просмотров: 78

Районти ултă çамрăкшăн сентябрĕн 2-мĕшĕ çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланнипе пĕрлех те-пĕр хумхануллă пулăмпа та асра юлĕ. Нумаях пулмасть 14 çул тултарнăскерсем çак кун пурнăçри тĕп документа – Раççей паспортне – пĕрремĕш хут алла тытнă.

Савăнăçлă чыслава хĕрсемпе каччăсене тата вĕсен ашшĕ-амăшне район администрацийĕн ЗАГС пайĕнче пухнă. Унăн ĕçченĕсем çĕршывăн çамрăк гражданĕсем ячĕпе чăн-чăн уяв хатĕрленĕ. Ачасен тавракурăмне пуянлатса, вĕсем чи малтанах паспорт мĕнле «çуралнипе» тата чи пĕлтерĕшлĕ документ пулса тăнипе кăсăклă паллаштарнă. I Петĕр указĕпе 1719 çултан пуçланнă унăн историне паянхи кунчченех тĕплĕн «йĕрленĕ».

Сăмах май, августăн 31-мĕшĕ – миграци ыйтăвĕсемпе тимлекенсемшĕн кăçал уйрăммăн паллă тăвакан дата. Миграци ĕçĕсемпе çыхăннă пĕрремĕш документа кăларнăранпа – 300 çул. Тĕрĕссипе, ун тĕлне йĕркеленĕ те çÿлерех асăннă чыслав мероприятине. Савăнăçлă лару-тăрура паспорт илнисем – Юрий Софронов, Антонина Капитонова, Ксения Федорова, Александр Никитин, Никита Барышников тата Ксения Змеева. Полицин «Вурнарский» пайĕнчи миграци ыйтăвĕсемпе тимлекен уйрăма 12 çул ĕнтĕ пултаруллă специалист Юлия Ивановна Ильина ертсе пырать. Пурнăç тăршшĕпе чи пĕлтерĕшлĕ документа панă май вăл çамрăксене Раççей гражданинĕн ятне яланах çÿлте тытса пыма суннă. Полицин «Вурнарский» пайĕн пуçлăхĕпе Андрей Губановпа район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев та саламланă çĕнĕ паспортсен «хуçисене». Документа типтерлĕ упрамаллине, киревсĕр ĕçсем тума пултаракансен аллине лекесрен сыхланса ăна çухатма е ют çынсене шанма юраманнине ăнлантарнă.

Миграци служби йĕркеленнĕренпе виçĕ ĕмĕр иртнине халалланă уявра ку тытăмра вăй хунă ветерансен ячĕпе те чылай ырă сăмах янăранă. Вĕсенчен пĕри – пурте паллакан-пĕлекен Валентина Михайловна Гурьева. 35 çул ку службăра ырми-канми тăрăшнă вăл. Районти уйрăм аталанăвне, ÿсĕмлĕ ĕçне калама çук пысăк тÿпе хывнă. Шалти ĕçсен органĕсенчи тÿрĕ кăмăллă службăшăн, паянхи сотрудниксем ун тĕслĕхĕпе вĕренсе пынишĕн Андрей Губанов пуçлăх ăна уйрăммăн тав тунă.

Ирина ЯКОВЛЕВА.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ