Пилĕк авмасăр ĕç пулмасть

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 04.09.2019, 09:10 Просмотров: 261

Уяр çанталăкра анкартире тăрăшакансене ытларах курма пулать. Çемйипе, тăванĕ-пĕтенĕпе пĕрле ял хуçалăх культурисене вăхăтра пухса кĕртес тесе тăрăшаççĕ.

Çĕрулми анисенче çынсем уйрăмах йышлă. Ватти-вĕтти те ĕçрен пăрăнмасть.

– Пилĕк авмасăр ĕç пулмасть. Икĕ кун çĕрулми кăлартăмăр. «Гала», «Беллароза» сортсем йăтăнса тухрĕç ара. Улмисем сысна çури пысăкăш, – терĕ кăмăллăн Калинино енчи хĕрарăм. – Хĕлĕпех çĕрулми икерчи çийĕпĕр ĕнтĕ.

– Чăн та, çĕрулми лайăх тухăç пачĕ. Нÿхрепе те кĕмест вĕт. Çулсеренех анлă сарăлнă чире – нематодăна – парăнман сортсене лартатăп, – калаçăва хутшăнчĕ вăтам çулсенчи арçын. – 20 миххине сутма пултартăмăр.

«Иккĕмĕш çăкăра» мĕнле хакпа вырнаçтарни çинчен ыйтрăм. Хайхи арçын, çулсене кура мар сар мăйăхне ÿстерсе янăскер, çапла хуравларĕ:

– Коммерци вăрттăнлăхĕ. Хĕрпе ывăлăма çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрлеме çитрĕ. Укçи-тенки мăшăрăм валли хĕллехи пушмак туянма та юлчĕ.

Тăрăшуллисен кĕсйи çÿхе мар вара. Кĕçнерникунхи пасарта мĕн кăна сĕнмеççĕ тата – сĕт-çу, çĕрулми, купăста, кишĕр, ыхра-сухан, пыл... Вăрнар поселокĕнче, Вăрманкас, Калинино тата хăшпĕр ял тăрăхĕсенче пурăнакансем уйрăмах хастар. Ытлашши продукцие вырнаçтарса çемье бюджетне пуянлатма тăрăшаççĕ.

Ÿркенменнисем республикăн тĕп хулине те çитеççĕ. Шупашкарта авăн уйăхĕн 7-мĕшĕнчен «Кĕр парни» ятпа иртекен ял хуçалăх ярмăрккисем ĕçлеме пуçлаççĕ.

Юлашки çулсенче аграрисене çĕрулмине тупăшлă вырнаçтарма йывăртарах, çавна май «иккĕмĕш çăкăрăн» лаптăкĕ пĕчĕкленчĕ. Кăçал ял хуçалăх организацийĕсем пĕтĕмпе çĕрулмине 406 гектар лартнă, пĕлтĕрхи кăтарту – 489 гектар. Чи пысăк лаптăк «Мураты» кооперативăн – 120 гектар. Районĕпе илсен авăн уйăхĕн 2-мĕшĕ тĕлне çĕрулмине 9 гектар кăларнă.

Елена ПОРФИРЬЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика