ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Успей подписаться! Идет подписка на районную газету "Путь победы". В почтовых отделениях стоимость подписки составляет 462 руб. 36 коп. В редакции газеты - 270 руб."

Малалла – пурнăç ăнăçăвĕн никĕсне хывма!

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 04.09.2019 09:11 Просмотров: 98

Кирлĕ ĕç пуçланчĕ – районти вĕрентÿ организацийĕсем ачасене юсавра çĕнелнĕ çутă классенче йышăнчĕç. Виçĕмкун Пĕлÿ кунĕ ячĕпе кашни шкултах чаплă линейкăсем иртрĕç.

Çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче районта парттăсем хушшине пĕтĕмпе 3469 вĕренекен ларчĕ. Вăл шутра пĕрремĕш шăнкăрав шкул урати урлă тин каçакан 376 ача валли янăрарĕ.

Вăрнарти 2-мĕш вăтам шкул коллективне, вĕренекенсене, ашшĕ-амăшне район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев саламларĕ. Вăл Пĕлÿ кунĕ пуласлăх çулне уçнине, унта шкул ачисене чылай кăсăкли, çĕнни кĕтнине палăртрĕ. Учительсен коллективне профессионализмшăн, ырми-канми ĕçшĕн тав турĕ.

Шкул директорĕ Сергей Петрович Ильин паянхи пурнăçра вĕренÿ уйрăмах пысăк вырăн йышăннине, вăл ăнăçу никĕсĕ пулнине аса илтерчĕ.

Ку вĕренÿ организацийĕ – вĕренекенсен шучĕпе районти чи пысăк шкул. 2019–2020 вĕренÿ çулĕнче кунта парттăсем хушшине 1002 ача ларнă. 1-мĕш классем те йышлă – пĕтĕмпе 124 ача. Çуллахи вăхăтра ачасене йышăнма шкулта пысăк ĕçсем пурнăçланă: çурт тăррине улăштарнă, технологи пÿлĕмĕнче тĕплĕ юсав ирттернĕ. Вăрнарти 2-мĕш шкул «Вĕренÿ» наци проекчĕпе палăртнă программăсене ăнăçлă пурнăçлать. Кăçалтан кунта гуманитари тата цифра аталанăвĕн «Ÿсĕм точки» центр ĕçлеме тытăнать.

Савăнăçлă линейкăра уйрăмах 1-мĕш класа каякансем тимлĕхре пулчĕç. Вĕсене пĕлÿ тĕнчине илĕртсе чылай сăмах каларĕç. Кĕçĕннисем те вĕренÿре ĕлкĕрсе пыма сăвăсем урлă тупа турĕç.

Кăçалхи пĕрремĕш вĕренÿ сехечĕ Аслă Çĕнтерĕвĕн 75 çулхи юбилейне халалласа Çĕнтерÿ урокĕ ятпа иртрĕ. Çавăн пекех ачасен хăрушсăрлăхĕ, инкеклĕ лару-тăрура харпăр хăйне мĕнлерех тытмалли пирки те аса илтерчĕç.

Çĕршывра 2019–2020 вĕренÿ çулĕнче вĕрентÿ тытăмĕнче чылай çĕнĕлĕх пулĕ. 9-мĕш класран тухакансем экзаменсене ФГОС-ăн çĕнĕ формачĕпе тытĕç. Вĕрентĕве аталантарас федераллă программăпа килĕшÿллĕн учительсем квалификацие ÿстерекен курссенче вĕренĕç. Учитель должноçĕпе пĕрлех «Аслă учитель» тата «Тĕп учитель» должноçсем пулмалла, вĕсем кашни хăй тивĕçне пурнăçлĕç тата ыт.те.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ