ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Успей подписаться! Идет подписка на районную газету "Путь победы". В почтовых отделениях стоимость подписки составляет 462 руб. 36 коп. В редакции газеты - 270 руб."

Тухтăр мĕн калать?

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 07.09.2019 16:12 Просмотров: 209

Тухтăр усал шыçă диагнозне çирĕплетсен питĕ хытă пăшăрханса ÿксе сипленме вуçех хирĕçлекенсем пур. Çапла майпа вĕсем хаклă вăхăта сая яраççĕ, паянхи медицина технологийĕсем пирки лайăх пĕлменнипе чир шала каять.

Тухтăр сĕнĕвĕсене туллин пурнăçлаканăн сывалма майсем ытларах. Пурнăçа юратни, çутă пуласлăха ĕненни, кăмăла ялан çĕклеме пĕлни, пĕтĕм вăя пухса чиртен хăтăлма талпăнни амака парăнтарма пулăшаççĕ. Рак – приговор мар. Çакна чунпа ăнланса илсен этем организмĕ чирпе кĕрешме хăват тупать. Халăха уйрăмах калаçтаракан çичĕ сас-хурана Чăваш енĕн тĕп онкологĕпе Сергей Агафонкинпа пĕрле сÿтсе яврăмăр.

Рак – сывалми чир. Шел те, паянхи кун та чылайăшĕ усал шыçă сывалми чир тесе шухăшлать. Çавăнпах диагноза çирĕплетсен нумайăшĕн алли усăнать. Мĕнле те пулин амак канăçсăрлантарсан тухтăр патне канаш ыйтма каймашкăн шикленни те çак сăлтавпах çыхăннă. Чир вăй илет. Кайран унашкал çынсемех: «Мĕн усси тапăçланни? Эпĕ пĕрех пурăнаймастăп», – теме пăхаççĕ. Усал шыçăран вилекенсен йышĕ чĕрепе юн тымарĕсен амакĕсене пула пурнăçран уйрăлакансенчен сахалрах. Апла пулин те рак сехрене ытларах хăптарать. Хальхи медицина тĕрлĕ шыçăран хăтăлма, чиртен тĕпĕ-йĕрĕпе сывалма май парать. Рак ытларах чухне шыççа юлашки тапхăрсенче тупса палăртсан, вăл ытти органа куçсан, организмĕпех сарăлсан вилĕм сăлтавĕ пулса тăрать. Çапах юлашки тапхăрти, метастазăна кайнă усал шыçăран сывалакан та паянхи кун йышлă.

Пĕрре сипленсен усал шыçă тепре тупăнатех. Çакна статистика пĕтĕмлетĕвĕ хирĕçлет. Рака пула операци сĕтелĕ çине выртнисемех пурăна киле чир пирки манаççĕ. Çапах пĕр сĕнÿ пур: онколог тухтăр патĕнче сипленнисен реабилитаци тапхăрĕ хыççăн та тăтăш тĕрĕсленмелле.  

Онкологи чирĕсене вирус пуçарнăран вĕсем ереççĕ. Пĕрремĕшĕнчен, вирус темиçе тĕрлĕ рака кăна пуçарать. Ытти чухне усал шыçă нимĕнле вируспа та çыхăнман. Иккĕмĕшĕнчен, лимфомăн хăш-пĕр тĕсĕн тата хĕрарăмсен амалăх умĕн (вырăсла: шейка матки) усал шыççине кăна сайра хутра вирус аталантарма пултарать. Анчах ун пек чухне те ăна ертме çук. Организмра вирус пурри те шыçă ÿсессине пĕлтермест.  

Сывалма халăх медицини çеç пулăшаять. Çак халапа пула çĕр-çĕр кăна мар, пин-пин çын пурнăçран вăхăтсăр уйрăлать. Калăпăр, тĕрлĕ тĕрĕслев ирттернĕ хыççăн çын ракпа чирлени çирĕпленет. Анчах пациент больницăна выртса сипленес вырăнне «халăхра ят-сум çĕнсе илнĕ» юмăçсемпе вĕрÿ-суруçăсем патне чупать. Анчах, шел те, шыçă пĕтес вырăнне ÿссех пырать. Медицина ĕçченĕсем хăйсем шухăшласа кăларнă мелпе сипленекенсене сивлеççĕ, мĕншĕн тесен ятарлă пĕлÿ илмен, сывлăх сыхлавĕпе пач çыхăнман этем чирлĕ çынна ура çине тăратма пултарасси кирек кама та иккĕлентермелле пек. Юмăç-тухатмăш сĕнĕвĕсемпе усă курса сипленме хăтланнă хыççăн пурнăçран уйрăлнă çынна хăйсем курнисем больницăри тухтăрсене кăна шанаççĕ.

Рак мобильникпе калаçнăран аталанать. Ятарлă тĕпчевсем ирттернĕ, анчах кĕсье телефонĕпе усал шыçă хушшинче çыхăну пуррине тупса палăртман. Шухăшсене ирĕке ярсан шампуньсемпе çăвăнмалли гельсем те усал шыççа аталантараççĕ тесе ĕнентерме пулать.

Ашшĕ-амăшĕнчен куçать. Тухтăрсем профтĕрĕслев, диспансеризаци вăхăтĕнче пациентсемпе йăхра усал шыçăпа нушаланнисем пуррипе çуккине ыйтаççĕ. Çавăнпах-тăр чылайăшĕ ашшĕ е амăшĕ ракпа чирлесен хăй те аптăрасран шикленет. Ку та тĕрĕс мар. Онкологсем этем организмĕнчи клеткăсем улшăнасси йăхран килме пултарассине палăртаççĕ-ха. Официаллă пĕтĕмлетÿсене тишкерес-тĕк, ашшĕ-амăшĕ, пĕртăванĕсем усал шыçăпа аптăрасан ракпа чирлес хăрушлăх 7 процент таран ÿсет. Йăхра ун пек диагноз палăртманнисен ку шай пĕчĕкрех. Çавăнпа чир ашшĕ-амăшĕнчен куçать тени – суя сăмах. Куллен пирус туртакансен усал шыçăпа чирлес хăрушлăх 85 процентпа танлашать. Килĕшсемĕр, 85-пе 7 хушшинче уйрăмлăх пысăк.

шыçă куллен пăшăрханнипе ÿсме тытăнать. Медицина чĕлхипе калас-тăк, стресс гормон ылмашăнăвне йĕркерен кăларать, çавна пулах иммунитет хавшать. Вăйсăрланнă, хÿтĕленейми пулнă организмра онкологи чирĕсем кăна мар, ытти амак та аталанаять. Çавăнпа пурнăçра хастар пулмалла, тăраниччен çывăрмалла, лайăх канмалла, халтан кайиччен ăшталанмалла мар, сиенлĕ йăласенчен вуçех пăрăнмалла.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Сентябрь 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ