Шăнăр туртать

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 07.09.2019, 16:13 Просмотров: 508

Эпĕ 84 çулта. Эрнере 2–3 хут, çывăрнă вăхăтра, урана питĕ хытă шăнăр туртать. Çакă мĕнпе çыхăнма пултарнă-ши?

Зоя ПЕТРОВА.

Ку çулсем иртнĕçемĕн мышца масси чакнипе тата сахал хускалнипе-çÿренипе çыхăннă. Çапах та ура хырăмне шăнăр туртни венăсем сарăлса тĕвĕленнипе, çурăм шăмми каналĕ хĕсĕннипе, пĕсехе парĕн чирĕпе, вăраха кайнă инфекцисемпе тата пĕвер циррозĕпе те çыхăнма пултарать. Е витаминпа В ушкăнри витаминсем тата кальци çитмесен те мышцăсем туртăнаççĕ.

Йывăрлăхран хăтăлма тăтăшах витаминсем ĕçме тăрăшăр, тăварлă çимĕçсем ан çийĕр, ытларах шыв ĕçĕр. Çывăрас умĕн мышцăсене хускатса çемçетме тăрăшăр: пĕр ура кĕллипе тепĕр ура хырăмне сăтăрăр. Вырăн çине выртсан урана май пур таран тăсса туртăнтарăр. Кун тăршшĕнче çакнашкал упражнени тăвăр: стенаран икĕ метртан тăрса алăпа ун çине тĕрĕнсе кĕлеткене майĕпен стена çумне ÿпĕнтерĕр, çав вăхăтрах ура кĕлли урайĕнчен ан çĕклентĕр. 10 çеккунт хускалмасăр тăрăр, çакăн хыççăн мышцăсене 5 çеккунтлăха йăвашлатăр. Упражненине тата 2 хут тăвăр.

Шăнăр туртнине хăвăрт ирттерме ура хырăмне хытă тытса шĕвĕр пÿрнепе унăн варрине 15–20 çеккунт хушши хытă пусăр. Çав вăхăтрах ура пÿрнине хыçалалла туртăнтарса темиçе хут тарăннăн сывласа илĕр. Тепĕр меслет– тута тăрринчи ÿте чĕпĕтсе илĕр.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика