Меллине, сиенсĕррине туянмалла

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 07.09.2019, 16:13 Просмотров: 420

Çырмалли хатĕр-хĕтĕрсем – тетрадьсем, ручка-кăранташ, чернил – ачасене усă курма меллĕ пулмалла. Çырма вĕреннĕ чух вĕсен ачан куçне кансĕрлемелле мар тата алă лаппин мышцисене хытармалла мар.

Тетрадьсем хатĕрлекен хут пахалăхĕ тĕлĕшпе те требованисем вĕренÿ кĕнекисенни пекех. Вăл çирĕп, лайăх çыпăçтарнă, витĕр курăнман тата тикĕс пулмалла. Çакăн пек хут çинче чернил юхса сарăлмасть, кăранташ уçăмлă курăнакан йĕрсем хăварать.

Тетраде ГОСТ-па килĕшÿллĕн 170 мм сарлакăш тата 250 мм тăршшĕ хатĕрлеççĕ. Ачасем тÿрĕ, пĕр тан çырччăр тесе тетрадь листисене çутă кăвак тĕспе йĕрлесе тухнă, полясем – 25–30 мм сарлакăш.

Юлашки вăхăтра вĕрентÿпе воспитани учрежденийĕсенче çыру валли хура, кăвак е хĕрлĕ-кăвак паста тултарнă шариклă хурсаллă ручкăсемпе усă кураççĕ. Кунсăр пуçне, пластмассăран тунă автоматикăллă ручкăсене сĕнетпĕр: вĕсен вăрăмăшĕ 142–150 мм, диаметрĕ 8–10 мм, йывăрăшĕ 10 г ытла мар. Унтан пĕчĕкрех виçеллĕ е йывăртарах ручкăсене пÿрнепе тытма ачан ытларах вăй хума тивет, çырма кăткăсрах.

Гигиенистсем ирттернĕ ятарлă тĕрĕслевсем тата педагогсен сăнавĕсем автоматикăллă тата шариклă хурсаллă ручкăсемпе усă курни вырăнлине (сиенсĕррине) çирĕплетнĕ. Вĕсем çырас хăвăртлăха ÿстереççĕ, çакă вĕренекенсене вĕренÿ материалĕн пысăкрах калăпăшне пурнăçлама май парать.

Хамăр промышленность кăлараканнисенчен 2-мĕш номерлĕ вăтам хытă, çаврака кăранташсем гигиена енчен чи пахалăхлисем шутланаççĕ. Вăрăмăшĕ вĕсен 175–180 мм, диаметрĕ – 7–8 мм.

Кĕтеслĕ кăранташсене шкул çулĕчченхи ачасем тата кĕçĕн классенче вĕренекенсем валли туянма сĕнмеççĕ.

Н.ВОЛКОВА,

Чăваш енри гигиенăпа эпидемиологи центрĕн

пай заведующийĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика