Юратнă ĕç кăмăла çĕклет

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 07.09.2019, 16:15 Просмотров: 398

Район хаçачĕн çăмăл атлетика эстафетине уçнă самантра «Рассвет» ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн тренер-преподавательне Геннадий Георгиевич Герасимова Чăваш Республикин физкультурăпа спорт министрĕн Тавĕпе чысларĕç.

«Çĕнтерÿ çулне» вулакансем вăл ертсе пыракан «Рассвет» футбол командин çитĕнĕвĕсемпе хаçат страницисенче паллашсах тăраççĕ.

Чăн та, команда ăнăçăвĕ ачасенчен хăйсенчен кăна мар, чи малтанах тренерăн професси ăсталăхĕнчен нумай килет. Кăçал, акă, Геннадий Георгиевичăн аслăрах ушкăнри воспитанникĕсем пуçласа ял командисем хушшинче Раççей финалне хутшăнма тивĕçнĕ. Район, республика чысне унта Ярмушка ял тăрăхĕн команди хÿтĕлет. Çамрăксем Ейск хулинче иртекен турнира çитес юнкун тухса каяççĕ.

– Вăйăсем сентябрĕн 13–20-мĕшĕсенче пулаççĕ. Пирĕншĕн ку, паллах, çав тери сумлă ăмăрту. Унта хутшăнниех мĕне тăрать. Вăл пирĕн ăсталăха ÿстерме пулăшĕ, – терĕ тренер.

Кăçал çавăн пекех унăн 2008–2009 çулсенче çуралнă ачасенчен йĕркеленĕ команди те пысăк çитĕнÿсемпе палăрнă. Хальхи вăхăтра вĕсем кашни эрнерех Шупашкарта спорт шкулĕсем хушшинче пыракан уçă турнирта вăй виçеççĕ. Пĕрремĕш туртан ăнăçлă тухнă вĕсем – çичĕ вăйăран улттăшне çĕнтерÿпе вĕçленĕ. Хальлĕхе «Рассвет» команда виççĕмĕш вырăнта пырать.

Унччен маларах Геннадий Герасимовăн воспитанникĕсем Канаш хулинче иртнĕ уçă турнирта кĕмĕл призерсем пулса тăнăччĕ. Тăвай районĕнче вунтăватă командăран чи маттурри пулнăччĕ. Чулхула облаçĕнчи ăмăртуран бронза медальсемпе таврăнчĕç. Сергачри уçă турнирта 5-мĕш пулчĕç. Элĕк районĕн командипе пĕрле хутăшса «Локобол» республика турнирĕнче çĕнтернĕ. «Ку сезонти тепĕр пысăк ăмăрту – Йошкар-Олара иртнĕ Раççей турнирĕ. Пире вăл ăсталăха туптамалли, аталанмалли нумай пулнине кăтартса пачĕ», – кăмăллăн калаçрĕ Геннадий Георгиевич.

Тренер ачасен футболне аталантарма пулăшнишĕн район администрацине тав тăвать. Командăна икĕ комплект тумпа, мечĕксемпе тивĕçтернĕ. Ăмăртусене тухма автобус уйăраççĕ.

Геннадий Георгиевич тĕп профессипе – агроном. Çамрăклах обществăлла ĕçсенче хастарлăх кăтартнă. Шкулта, çарта, вырăнти колхозра комсомол организацийĕн секретарĕнче тăрăшса тимленĕ. «Гвардеецăн» уй-хир бригадин бригадирĕ, профком председателĕ, çĕр виçекенĕ пулнă. Çĕршыври йывăр тапхăрта колхозсем «уксахлама» тытăнсан тĕрлĕ çĕрте вăй хунă.

Анчах та кирек ăçта тимлесен те спорт яланах пулăшса пынă ăна. Ачаранах – сывă пурнăç йĕркин тусĕ. Çар ретне тăриччен район чысне Чăваш Республикин чемпионачĕсенче чылай тĕспе хÿтĕленĕ. Сĕтелçи теннисра, футболта, баскетболра, волейболра, йĕлтĕр спортĕнче, çăмăл атлетикăра, конькире пысăк çитĕнÿсем тунă.

– Пирĕн тăрăхра спортпа туслă çынсем питĕ нумай. Çакă та ку юхăма çавăрма хытах пулăшать пулĕ. Хальхи вăхăта илсен те ман ăрурисем хушшинче эрехпе иртĕхекенсем те, пирус туртакансем те çук. Сывă пурнăç йĕркине эпир ачаран тытса пыма тăрăшнă. Аслăрах ÿсĕмри юлташсем те, ахăртнех, пысăк витĕм кÿнĕ, аталанма йыхравланă. Ку тăрăхри физкультура учителĕсем Владимир Александрович Александров, Геннадий Илларионович Сорокин, Михаил Дмитриевич Илларионов хытă тăрăшатчĕç. Федор Гурьевич Соколов сĕтелçи тенниса вăйлă аталантарчĕ. «Гвардеец» колхозăн председателĕсем Виктор Николаевич Анисимов, Валентин Геннадьевич Тимофеев хăйсем те спортпа туслăччĕ те ыттисене те нумай туртатчĕç, – аса илчĕ Геннадий Георгиевич.

Хăйсен ялĕнче йĕркеленĕ «Гвардеец» спорт обществин хастарĕ пулнă май, Ярмушка тăрăхĕнчи чылай ачапа çамрăка футболпа туслаштарнă вăл, ăсталăха хăнăхтарнă. Вăрнарти ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕнче 2013 çултанпа. Çулталăкранах 2001–2002 çулсенче çуралнă ачасемпе республикăри «Сăран мечĕк» турнирăн бронза призерĕсем пулса тăнă. Ку турнирта вăрнарсем унччен çитĕнÿ туман.

Пĕр вăхăт вăл «Химик» спорт клубĕнче те ĕçленĕ. Çак тапхăрта аслăрах ачасене Вăрнар район историйĕнче пĕрремĕш хут Чăваш ен Кубокне çĕнсе илмелĕх хатĕрлеме пултарчĕ. Ку чыслă çĕнтерÿ 2016 çулта пулнăччĕ.

Тепĕр çитĕнĕве те асăнмасăр иртме çук. Ярмушка тăрăхĕнчи 2001–2002 çулсенче çуралнă каччăсем темиçе çул районта мини-футбол турнирĕн лидерĕнче пычĕç. Вĕсем республика шайĕнче 2-мĕш вырăн йышăнса пуçласа ял командисем те маттур пулнипе тĕлĕнтернĕ. «Тĕрĕссипе, ку ачасемпе ĕçлеме питех те çăмăлччĕ. Вĕсене ăсталăхне Турри çителĕклех панă. Çитменнине, футболла выляс кăмăлĕ питĕ пысăк. Вĕсенчен пиллĕкĕшĕ аслă çар вĕренÿ заведенийĕнче пĕлÿ илеççĕ, вĕренме кĕнĕ чухне физкультура енĕпе 100 балл таран пуçтарчĕç. Кунта, паллах, ман çеç мар, Ярмушка шкулĕнчи физкультурникăн Георгий Геннадьевич Сорокинăн тÿпи те пысăк», – терĕ вăл.

Геннадий Георгиевич футбол чăтăмлăха ÿстернине палăртрĕ. Çакна вăл «Çĕнтерÿ çулĕн» эстафетинче çĕнтернĕ команда йышĕнче футболистсем чылаййăн пулнипе çирĕплетрĕ.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика