Тренировкăра пиçĕхни пулăшатех

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 07.09.2019, 16:16 Просмотров: 403

Вуннăмĕш çул ĕнтĕ çăмăл атлетика тусĕсем кĕрхи пĕрремĕш старта «Çĕнтерÿ çулĕ» хаçатпа пĕрле тухаççĕ

Кăçал район хаçачĕн эстафети пĕтĕмпе çирĕм командăна пĕрлештерчĕ. Яланхи пекех старта тухакансен пысăк пайĕ шкул ачисем пулчĕç. Палăртма кăмăллă, хăшпĕр вĕренÿ учрежденийĕсем çулсерен икшер команда та тăратаççĕ.

«Химик» стадион вĕсене ăмăрту пуçланиччен самай маларах йышăнчĕ. Нумайăшĕ старт иличченех чупу трассине тĕрĕслерĕ, тĕрлĕ упражненисенче пиçĕхрĕ.

– Çĕнĕ вĕренÿ çулĕн пуçламăшĕнчи пĕрремĕш ăмăрту пĕтĕм сезонра çитĕнÿсем тума хавхалантарса пытăр, – терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев эстафетăна хутшăнакансене лайăх результатсем кăтартма ăнăçу суннă май.

«Çĕнтерÿ çулĕ» хаçатăн тĕп редакторĕ Вячеслав Николаев сывă пурнăç йĕркин тусĕсене ырă сăмахсемпе хавхалантарчĕ, спортра та, пурнăçра та яланах малтисен ретĕнче пыма ăнăçу сунчĕ.

Акă, тĕп, чи хумхануллă самант çитрĕ. Командăсем старта тухма хатĕрленсе тăчĕç. Чи малтанах 2004–2005 çулсенче çуралнă ачасем тупăшрĕç. Вĕсем икĕ чупăмра вăй виçрĕç. Ку ушкăнра çĕнтерĕве кăçал Хапăс шкулĕн команди чаплă кăтартупа туптарĕ. Чупуçăсем стартра пĕрле тапраннă командăсенчен пĕр-иккĕшне çаврăм таран кая хăварма пултарчĕç.

Пĕлтĕр хапăссем иккĕмĕш йĕркене йышăннăччĕ. Кăçал вара кĕмĕл призерсем – Вăрманкас шкулĕн команди. Калининăри вăтам шкулта вĕренекенсем эстафетăна виççĕмĕш кăтартупа вĕçлерĕç.

– Çулла тренировкăсенче пиçĕхни пулăшатех çав, – терĕ кăмăллăн Михаил Павлович Павлов тренер хăйĕн воспитанникĕсемшĕн савăнса.

Ун сăмахĕсен тĕрĕслĕхне Аçăмçырми шкулĕн физкультурникĕ Владимир Николаевич Петров та çирĕплетрĕ. «Тренировка сахалтарах пулчĕ. Çавăнпа та ачасене те йывăртарах килчĕ», – терĕ вăл.

Аслăрах ачасем, 2002–2003 çулсенче çуралнисем, хушшинче иртнĕ тупăшу яланхиллех çивĕчлĕхпе палăрчĕ. «Эх, Вăрнарти 2-мĕш шкула каллех выляса ятăмăр, – терĕ пăшăрханса Калининăри вăтам шкул физкультурникĕ Александр Федорович Михайлов. – Командăри вăйлă ачасем кăçал шкулпа сывпуллашрĕç çав...»

Паллах, темиçе çул алăра тытса пынă çĕнтерĕве алăран ярас килмест ĕнтĕ. Анчах та ăмăрту ăмăртăвах. Кăçал та, ав, 2-мĕш шкул ачисем çиçĕмле хăвăртлăхпа чупрĕç – чемпион ятне иккĕмĕш çул хăйсенче хăварчĕç. Калининăсем вĕсене кăшт кăна выляса ячĕç, иккĕмĕш пулчĕç. Виççĕмĕш йĕркене Вăрнарти 1-мĕш шкул команди йышăнчĕ.

Ял поселенийĕсен, предприяти-учрежденисен тăватă команди хутшăнма кăмăл турĕ кăçал эстафетăна. Вĕсен те кашни старчĕ ăнсăртлăхпа тыткăнларĕ. Ку ушкăнра чи маттуррисем Юпшик Ялтăра ялĕн хастарĕсем – Марина Степанова, Наталья Никифорова, Александр Александров, Сергей Степанов – пулчĕç. Вĕсем Аçăмçырми ял тăрăхĕн чысне хÿтĕлерĕç – 1-мĕш вырăн парнелерĕç.

Калинино ял тăрăхĕн команди кĕмĕл вырăна юлашки çаврăмра Калинино райповĕнчен «туртса илме» пултарчĕ. Çапла Чăвашпотребсоюз тытăмĕн ĕçченĕсен кăçал виççĕмĕш вырăнпа çырлахма тиврĕ.

Çĕнтерÿçĕсене Хисеп грамотисемпе, укçан парнепе чысларĕç. «Çĕнтерÿ çулĕ» хаçатăн тĕп редакторĕпе Вячеслав Николаевпа пичет ветеранĕ Вениамин Сорокин вĕсене медальсем çакса ячĕç.

Чи маттуррисем паян Шупашкарта пресса спорчĕн фестивалĕн финалĕнче – «Советская Чувашия» хаçатăн эстафетинче – тупăшаççĕ.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика