Чаплăн уявланă

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 07.09.2019, 16:16 Просмотров: 474

Виçĕмкун Чăваш енре ентешĕмĕр – легендарлă космонавт, икĕ хутчен Совет Союзĕн Геройĕ, авиаци генерал-майорĕ, чылай сумлă ята тивĕçнĕ Андриян Григорьевич Николаев çуралнăранпа 90 çул çитнине чаплăн паллă турĕç.

А.Г.Николаев ячĕллĕ Шуршăлти мемориал комплексĕнче паллă дата ячĕпе иртнĕ митинга чылай сумлă хăна хутшăннă, вăл шутра – космонавтăн хĕрĕ Елена Терешкова тата мăнукĕ те.

Чăваш ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев легендарлă космонавтăн паттăрла ĕçĕ нумай ăрушăн ырă тĕслĕх пулнине, ун ячĕпе республикăра анлă мероприятисем иртнине палăртнă. Кăçал Шупашкар аэропортне Андриян Григорьевич Николаев ятне панă.

Сĕнтĕрвăрри районĕнче мухтавлă ентешĕ ячĕпе кĕçĕннисем валли те, аслисем валли те вун-вун мероприяти йĕркеленĕ. Виçĕмкун, акă, хăнасем республикăри çамрăк космонавтсем ăсталанă «вĕçекен аппаратсен» макечĕсемпе паллашнă.

– Çав тери чаплă уяв пулчĕ! Куравсене, космонавтика ветеранĕсемпе ирттернĕ тĕлпулăва хутшăнтăмăр, музей экспоначĕсене курса тĕлĕнтĕмĕр, – хăпартланса калаçрĕç виçĕмкун Шуршăлтан таврăннă ентешĕмĕрсем – «Совет офицерĕсен пĕрлешĕвĕ» обществăлла организаци членĕсем редакцире пулнă май.

Вăрнарсен делегацийĕн йышĕнче – ял хуçалăх техникумĕн преподавателĕ Николай Иванович Васильев, Хирпуç ял тăрăхĕн çар учечĕн специалисчĕ Елена Петровна Голубцова, Мăньял Хапăсри Владимир Димитриевич Скворцов тата Çĕн Сăрьелти Владимир Николаевич Павлов. Вĕсем уяври кашни самантшăн хĕпĕртени палăрчĕ. Чи кирли – вĕсем Шуршăлтан парнесем кăна мар, çĕкленÿллĕ кăмăл илсе таврăнни.

Светлана

ЧИКМЯКОВА.

Уява пухăннисене тĕнче уçлăхĕнчен Пĕтĕм тĕнчери космос станцийĕнче хальхи вăхăтра ĕçлекен космонавтсем саламланă.

Алексей ОВЧИНИН:

– Паян Раççейре уйрăмах паллă кун – 90 çул каялла Андриян Николаев космонавт летчик çут тĕнчене килнĕ. Сирĕн ентеш çĕршыв мухтавĕ пулса тăчĕ, ĕçчен чăваш халăхĕ çинчен пĕтĕм тĕнчене пĕлтерчĕ. Космос историйĕнче Андриян Николаевăн ячĕ 3-мĕш номерпе ылтăн саспаллисемпе çырăнса юлчĕ. Пĕрремĕш космонавтсене уçлăха парăнтарма çăмăл пулман. Анчах шăпах вĕсем тĕнче аталанăвне çĕнĕ çул çине кăларнă. Паян эпир уçлăхра вĕсен тĕревне, опытне, пĕлĕвне туйса тăратпăр.

Александр СКВОРЦОВ:

– Эпир Чăваш Республики ăнăçлă аталанса пыракан регион пулнине пĕлетпĕр. Кунта халăхшăн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ сферăсенчи: культурăри, сывлăх сыхлавĕнчи, вĕрентÿпе наукăри – çивĕч ыйтусене вăхăтра тата тивĕçлĕ татса параççĕ. Тăван тăрăха юратни сире республикăна аталантарма, çитĕнÿсем тума пулăшать. Çавна май эсир 2020 çулта Чăваш автономийĕн 100 çулхи юбилейне те пысăк çитĕнÿсемпе кĕтсе илессе шанатăп. Республика çирĕпленсе, халăхăн пуянлăхĕ ÿссех пытăр. Ăнăçу, ырлăх сунатăп сире!

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика