Канма вăхăт çук

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 11.09.2019, 09:24 Просмотров: 324

Çăмăл атлетсен халĕ канма вăхăт çук. Ăмăртусем çине-çинех иртеççĕ. Çак кунсенче, акă, пирĕн район хĕрĕ – Çĕрпел тăрăхĕнчи Екатерина Ишова (Горбунова) командăпа ăмăртса Раççей чемпионатĕнче кĕмĕл медаль çĕнсе илнĕ.

Маларах район чупуçисем 1956 çулта Мельбурнра иртнĕ Олимпиадăн бронза призерне, çăмăл атлетикăпа СССР тава тивĕçлĕ спорт мастерне Ардалион Игнатьева асăнса ирттернĕ Пĕтĕм Раççейри ăмăртура палăрнă. Унта çĕршыври вунпилĕк регионти 280 ытла атлет хутшăннă.

Вунсаккăр тултарайман каччăсем хушшинче 500 метрлă дистанцире Вăрнарти Роман Михайлов кĕмĕл медаль çĕнсе илнĕ. Ку категорире Аçăмçырми шкулĕнчи Светлана Леонтьева 4-мĕш пулнă.

Пĕр километрлă чупăмра юниорсем япăх мар результатсем кăтартнă. Калинино шкулĕнчен вĕренсе тухнă Никита Никитин, Аçăмçырми шкулĕнчи Екатерина Васильева чи вăйлă вунă спортсмен йышне кĕнĕ.

Харпăр хăй ÿсĕмĕнче Ярмушкари Роман Сорокин, Шăхальти Анастасия Петрова, Вăрнарти Эмилия Концова, Кÿстÿмĕрти Александр Политов, Шăхальти Ирина Петрова призерсен йышне кĕмен пулин те, командăна лайăх очкосем парнеленĕ. Кивçурт Мăратри Александр Михайлов вара 40 çултан аслăрах арçынсем хушшинче 2-мĕш вырăн йышăннă.

Пĕтĕмĕшле зачетра Чăваш ен команди виççĕмĕш пулнă. Вăрнар район спортсменĕсен результачĕсем вара – республикăра чи лайăххисем.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика