Ĕç-хĕлне чарнă

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 11.09.2019, 09:25 Просмотров: 276

Суд приставĕсен районти пайĕ хăйнеевĕрлĕ пурнăçлав документне вăя кĕртессипе тимленĕ. Вăл выльăх пусмалли пункт ĕçне чарассипе çыхăннă.

Мĕншĕн çакăн пек йышăну тунă-ха? Пăтăрмахлă пĕтĕм ĕç-хĕл Россельхознадзорăн Чăваш Республикинчи тата Ульяновск облаçĕнчи управленийĕн кĕтмен тĕрĕслевĕнчен пуçланнă-мĕн.

«Унăн сотрудникĕсем уйрăм предпринимателе вырăна тухса тĕрĕсленĕ. Çавна май хресченпе фермер хуçалăхĕн ертÿçи йĕркене пăсни курăннă. Палăртнă тăрăх, вăл ветеринарипе санитари экспертизи ирттермесĕрех выльăх-чĕрлĕх пусса аш-какай, аш продукчĕсем хатĕрленĕ. Кунсăр пуçне ветеринари енĕпе федераллă саккунсене пăснă тĕслĕхсем те тупăннă. Сăмахран, выльăх пусмалли пÿлĕмсене кирлĕ пек йĕркелессипе.

Суд ларăвĕнче уйрăм предприниматель хăй административлă право йĕркине пăснине йышăннă, малашне ку пункт ĕçне пĕтерме шухăшлине пĕлтернĕ.

Россельхознадзор представителĕ те хресченпе фермер хуçалăхĕ тĕлĕшпе çакăн пек административлă айăплав ыйтнă. Пункта малашне те хальхи пекех усă курни, çитменлĕхсене пĕтермесен, çынсен сывлăхĕшĕн тата пурнăçĕшĕн хăрушлăх кăларать, тенĕ вăл.

Суд управлени ыйтнине тивĕçтернĕ, выльăх пусмалли пункт ĕç-хĕлне 60 талăклăха чарма йышăннă», – пĕлтерет суд приставĕсен федераллă службин республикăри управленийĕн пресс-служби.

Хальхи вăхăтра пÿлĕме пичетлесе илнĕ. Административлă чару тăршшĕпех приставсем суд йышăнăвĕ мĕнле пурнăçланнине объект вырăнне тухса тĕрĕслесе тăраççĕ.

И.ПЕТРОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика