Сутнă машинăшăн налук хураççĕ пулсан...

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 11.09.2019, 09:25 Просмотров: 261

Налук кодексĕн 357-мĕш статйин 1-мĕш пайĕпе килĕ-шÿллĕн, транспорт хатĕрне регистрациленĕ çын налук тÿлекен шутланать.

Автомобилистсене пĕлме: харпăрлăх прависем куçнă пулсан регистраци даннăйĕсене автомашинăн çĕнĕ хуçин заявленине кура улăштараççĕ. Ку ĕçе унăн автомобиле туяннă кунранпа 10 талăк иртиччен пурнăçламалла. Енчен те палăртнă вăхăта пăссан саккунпа 1500–2000 тенкĕ штраф хума пăхнă. Регистрацилемен транспорт хатĕрĕпе çÿренĕшĕн штраф виçи – 500–800 тенкĕ. Тепĕр хутчен йĕркене пăссан 5000 тенкĕ штраф тÿлеттереççĕ е палăртнă вăхăта водитель прависĕр хăвараççĕ.

Транспорт хатĕрне çĕнĕрен регистрациленине е регистрацилеменнине Патшалăх автоинспекцийĕн сайтĕнче (гибдд.рф/check/auto) пĕлме пулать.

Енчен те автомобилĕн çĕнĕ хуçи регистраци даннăйĕсене 10 талăкра ылмаштарман-тăк, эсир хăвăр ГИБДД уйрăмĕнче регистрацие пăрахăçлама ыйтса çырма пултаратăр. Пĕрле паспорт илмелле, кунсăр пуçне заявлени çумне суту-илÿ докуменчĕсене тăратмалла. Кун пек чухне патшалăх пошлинине тÿлеттермеççĕ.

Регистрацие пăрахăçланă хыççăн даннăйсем тÿрех налук органне кайнă май сире налук шутласа пама чарăнаççĕ. Регистрацие уйăхăн 15-мĕш числинчен пăрахăçланă-тăк, налука çитес уйăхран шутламаççĕ.

Заявление электронлă майпа Пĕрлĕхлĕ портал урлă яма май пур, адресĕ: gosuslugi.ru/10059/56/form

А.ИРБИТСКИЙ,

полицин «Вурнарский» пайĕн ГИБДД уйрăмĕн РЭГ

аслă инспекторĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика