«112» тытăм вăя кĕнĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 11.09.2019, 09:26 Просмотров: 374

Республикăра авăн уйăхĕн 5-мĕшĕнче «112» тытăм тулли хăватпа ĕçлеме пуçланă.

Чăваш енре çак тытăмпа сăнав режимĕнче 2017 çулхи çĕртме уйăхĕнче усă курма тытăннă. Унăн тĕллевĕ – халăха васкавлă пулăшу парассипе тивĕçтересси. «112» номерпе стационар, мобильлĕ телефонсенче укçа пулмасан та, сим-карттăсăр та шăнкăравлама пулать. Система талăкĕпех, тÿлевсĕр ĕçлет.

Шар курнисен васкавлă пулăшăвăн хăш тытăмне шăнкăравламалли пирки шухăшламалла мар. «112» операторĕсем инкек пирки профильлĕ службăсене (пушар хуралĕ, полици т.ыт.те) хăйсемех пĕлтереççĕ. Çавăн пекех система хăех шăнкăравлаканăн номерне, вăл хăш вырăнта пулнине палăртать.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
23 24 25 26 27 28 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика