Урă пурнăç йĕрки кашниншĕн яланхи йăла пултăр

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 11.09.2019, 09:26 Просмотров: 280

Мĕнле майпа, ăçтан пуçланса каять çемьене аркатакан, сывлăха пĕтерекен алкоголизм чирĕ? Çак тата ытти ыйтусене республикăри медицина профилактикин, сиплев физкультурипе спорт медицинин центрĕн врачне Елена Михайловна ЕГОРОВАНА хуравлама ыйтрăмăр.

– Елена Михайловна, пĕрмай эрех ĕçекен çынсем çинчен «мĕншĕн-ха вăл ĕçме чарăнаймасть» тесе калаççĕ. Чăн та, епле-ха ăслă-тăнлă çын хăйне эрех этем нĕрĕнчен кăларнине ăнланаймасть. Калăр-ха, мĕнле чир вăл алкоголизм е вăл чир мар?

– Чи малтанах каласа хăвармалла, алкоголизм вăраха каякан чирсен шутне кĕрет.

Чир кулленхи   ĕçкĕ-çикĕрен сисĕнмесĕрех пуçланать. Час-часах   ĕçни   майĕпен йăлана кĕрсе пырать. Пĕрмай эрех сыпакан ĕçнинче япăххине пачах та курми пулать. Хăйне   тÿрре   кăларма тăрăшать: «юлташпа тĕл пултăм», «ĕçре пуçлăх тарăхтарчĕ», «пĕлĕшĕн ачи çуралнине паллă турăмăр» тата ытти те. Ĕçекен çын хăйĕн хăçан алкоголизм чирĕ пуçланса кайнине сиссе те юлаймасть. Анчах вăл аталанса йывăрлансах пырать.

– Алкоголизм чирĕ пуçланса кайнине   мĕнле паллăсем пĕлтерме пултараççĕ?

– Эрех ĕçме юратакан çын нихăçан та хăйĕн алкоголизм пуçланасса ĕненмест, чирлесен те хăйне чирлĕ çын тесе шутламасть.

Ку чирĕн   малтанхи     палли – эрех пĕрмай ĕçес килни. Хăйне темле япăх туйсан та çав шухăш ăна канăç памасть.  

Тепĕр паллă – виçесĕр ĕçни. Алкоголизм чирĕ аталанса пынă май, хăйне пĕр-икĕ черкке ĕçетĕп те урăх ĕçместĕп тесе тем чухлĕ сăмах парсан та, çын кашнинчех ÿсĕр пуличченех ĕçсе лартма пуçлать.

Çак пулăма çапла майпа ăнлантармалла: организмра эрех   савăнăç гормонĕсене кăларать. Çавăнпа хаяр шĕвеке ĕçсен çыннăн кăмăлĕ лайăхланать. Ĕçекен çын хăйĕн кăмăлне пысăк шайра тытма хăнăхса пырать. Анчах та кашни ĕçмессеренех çав гормонсем организмра сахалланса пыраççĕ.

Чирĕн пĕрремĕш тапхăрĕн тепĕр палли – тем чухлĕ ĕçсен те хăсма пăрахни. Тĕрлĕ сиенлĕ, наркăмăшлă япаласем организма лексен çын яланах хăсса кăларса вĕсенчен тасалма, сыхланма тăрăшать. Эрех те организмшăн сиенлĕ япала шутланать. Малтанхи вăхăтра çын нумайрах ĕçсен ăна хăсса каларать. Каярахпа вара хăсăк та тухмасть.

– Чир   аталанăвне чарма пулать-и?

– Енчен те пуçламăш   тапхăрта çын нумай ĕçнине ăнланса илсе çак сиенлĕ йăлана пăрахсан, хăйне те, çемйине те нумай инкекрен сыхласа хăварма пултарать. Анчах та чарăнмасан чир шаларах кайса иккĕмĕш тата йывăртарах тапхăрсене куçать. Унтан вара сывалма йывăртарах.

– Çын   алкоголизм чирĕпе чăнах та чирленин тĕп палли пур-и?

– Мухмăр   пуçланни алкоголизмăн   тĕп палли шутланать, вăл чирĕн иккĕмĕш тапхăрĕ пуçланнине пĕлтерет. Çавăнпа ирех эрех шырама пуçлать, ăна ăша хывсан çăмăллăх туять. Анчах та ку нумайлăха тăсăлмасть. Кăшт вăхăт иртсен сывлăхĕ каллех япăхланать, каллех   чăтайми   эрех   ĕçес шухăш пĕрремĕш вырăна тухса тăрать.

Шел те, чылай вăхăт чарăнаймасăр минресен те кунашкал çыннăн сывалас шухăш çук. Ытти чирсем аптăратнă чух çын хăй ирĕкĕпе сипленме, сывалма тăрăшать. Çакăнпа уйрăлса тăрать те ĕнтĕ алкоголизм чирĕ.

– Эрех ĕçме юратакансен мĕнле чирсем пуçланаççĕ-ха?

– Эрех çынна хăйĕн чури туса хунисăр пуçне унăн сывлăхне те пĕтерет. Организмĕнче сиен кÿмен пĕр орган та, пĕр система та юлмасть.

Алкоголь йывăрлăхне чи малтан пĕвер хăй çине илет. Пĕвер циррозĕ – çын пурнăçран вăхăтсăр уйрăлса кайнин сăлтавĕсенчен пĕри.

Ĕçмен çынсемпе танлаштарсан, алкоголизмпа чирлекенсем хушшинче инфарктран тата инсультран вилекенсем нумайрах. Ĕçке ернĕ çынсем туберкулезпа 3–4 хут ытларах чирлеççĕ. Эрех пуç мимине те пысăк сиен кÿрет: ăс-тăн арпашăнса каять, вырăсла каласан «белая горячка» пуçланать.

Тĕпчевçĕсем алкоголизм   чирĕ   хăвăртрах   аталанакан   ушкăна камсем кĕнине   тупса палăртнă. Унта ĕçкĕпе иртĕхекен ашшĕ-амăшĕнчен çуралнă   ачасем кĕреççĕ. Çитменнине, ку çемьери ачасем мĕн пĕчĕкрен ÿсĕр ашшĕ-амăшне курса ÿсеççĕ. Çав   пурнăç вĕсемшĕн тĕрĕс пек туйăнать. Çавăнпа вĕсенчен нумайăшĕ ашшĕ-амăшĕ çулĕпех каять.

Алкоголизм чирĕ хăвăрт аталанакан ушкăна пуç мимине йывăр амантнă çынсем те кĕреççĕ.

– Чиртен сывалма пулать-и?

–   Чиртен пĕтĕмпех сывалса çитме çук, ăна чарма кăна пулать. Çакăн валли пĕр тумлам эрех те сыпмалла мар. Енчен те темиçе çул иртсен алла каллех черкке тытсан чир каллех   тапранать.

Ĕçме чарăнма та çăмăл мар, нумай çул «симĕс çĕлен» серепинче пурăннă хыççăн урă пурнăçа вĕренме те йывăр.

Алкоголизм чирĕпе аптăракан çынна та малтанах эрехсĕр пурăнма кăткăс. Çавăнпа çывăх çыннисен унпа юнашар пулма тăрăшмалла, ăна пулăшмалла. Специалистсем   патне кайса вăхăтра канашламалла, вĕсен сĕнĕвĕсене шута илсе сипленмелле. Эрех вырăнне урăхла кăсăкланусем тупса пурнăçа улăштармалла, лайăхлатмалла.

– Алкоголизмран сывалас текен çынсене мĕн сунатăр?

– Уйрăмах çынна хăйĕнпе кĕрешме йывăр. Ĕненĕр, хаяр шĕвекрен уйрăлсан, сирĕн пурнăç тĕпренех улшăнĕ. Çемьере савăнăç, килĕшÿ пуçланĕ. Эсир пурнăç çине урăхла куçпа пăхма, хăвăра та хисеплеме пуçлăр. Урă пурнăç йĕрки кашни çыншăн яланхи йăла пулмалла. Сывă пулăр! Хăвăра упрăр!

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика