Хĕрачасем ытларах

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 11.09.2019, 09:27 Просмотров: 302

Пурнăç хăй еккипе шăвать, çĕнелет, аталанать. Çакна ЗАГС органĕсем кунсерен шута илекен гражданла тăрăм акчĕсен шучĕ те яр уççăн çирĕплетет.

Август уйăхĕнче кăна, акă, район администрацийĕн ЗАГС пайĕ «пурнăç» докуменчĕсене 103 регистрациленĕ. Вĕсенчен 25-шĕ чи телейлĕ сăлтавпа çыхăннă: çут тĕнчене 12 пăхаттирпе 13 хĕрпĕрчи килнĕ.

Хăйсен юратăвне официаллă майпа çирĕплетнĕ, пурнăçăн анлă çулĕпе алла-аллăн утма тупа тунă мăшăрсем 24 пулнă, пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен 2 сахалрах. Çав вăхăтрах хурлантараканни те пур: çемьесем арканнине те регистрацилеме тивнĕ – вĕсем иккĕ.

ЗАГС пайĕн кăтартăвĕсем тăрăх, çынсем вилнĕ тĕслĕхсем, шел те, августра пĕлтĕрхи ку уйăхринчен 6 нумайрах. Юлашки çулсенчи тăрăм сыхланса пырать: пĕтĕм хисепрен ытларах пайĕ арçынсем (28). Хĕрарăмсем 18-ăн пурнăçран уйрăлнă. Каламалла, хĕрарăмсен пурнăç тăршшĕ вăтамран 74,3 çулпа танлашнă пулсан, арçынсен 60,9 çул кăна.

ЗАГС пайĕ документсене улшăнусем кĕртессипе те тимленĕ, 19 заявление пăхса тухнă. Тĕрлĕ сăлтавпа ят улăштарассипе 3, ашшĕлĕхне палăртнипе 3 заявление тивĕçтернĕ.

Ирина ЯКОВЛЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика