Район уй-хирĕнче

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 11.09.2019, 09:27 Просмотров: 295

Çанталăк уяр тăрать, аграрисем акнă-лартнă ял хуçалăх культурисене пахалăхлă пухса кĕртес тесе ырми-канми тăрăшаççĕ. Ĕç шавĕ каçхине те илтĕнет.

Авăн уйăхĕн 10-мĕшĕ тĕлне ял хуçалăх организацийĕсем тĕштырăсемпе пăрçа йышши культурăсене 14226 гектар (89 процент) вырнă, 43825 тонна çапса тĕшĕленĕ. Пĕрчĕллĕ культурăсен вăтам тухăçĕ – 31 центнер.

Районĕпе илсен, кĕр тыррисене 4467 гектар акнă е плана 63 процент пурнăçланă. Аш-какай комбиначĕ, «Санары», «Кольцовка» агрофирмăсем, «Мураты», «Янгорчино», «Броневик», «Знамя», «Хорнзор» кооперативсем, Алексей Игнатьев, Валентин Павлов, Михаил Максимов, Михаил Тарасов, Виталий Яковлев фермерсен хуçалăхĕсем палăртнă лаптăксенче хура çĕре шуратса пĕтернĕ. Вăрлăх пур хуçалăхра та кондицие тивĕçтернĕ.

Районта «иккĕмĕш çăкăра» 54 гектар кăларнă, çĕрулмине 1350 тонна пухса илнĕ. «Мураты» кооператив ĕçченĕсем хастар. Çак вăхăт тĕлне çĕрулмине 28 гектар çинче пухса илнĕ.

«Симĕс ылтăн» уйĕнче те ĕç пырать. «Агрохмель» агрофирмăра хăмла 20 гектар йышăннă, хальлĕхе «симĕс ылтăна» 8 гектар пухса кĕртнĕ.

Елена ПОРФИРЬЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика