ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Успей подписаться! Идет подписка на районную газету "Путь победы". В почтовых отделениях стоимость подписки составляет 462 руб. 36 коп. В редакции газеты - 270 руб."

Йĕркеллĕ ĕçлет

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 14.09.2019 10:05 Просмотров: 53

Район хаçатне Уравăшра пурăнакансенчен çыру килнĕччĕ. Унта вĕсем вырăнти клуб ертÿçи районти культура çурчĕн артисчĕсемпе пĕрле тĕрлĕ фестиваль-конкурссене тухса çÿренипе, çак вăхăтра клуб хупă тăнипе кăмăлсăр пулнине пĕлтернĕччĕ.

«Пирĕн те, ял-салара пурăнакансен, клуба юрлама-ташлама çÿрес килет, тĕрлĕ кружоксене ĕçлеттерсе унта хутшăнас кăмăл пур», – тенĕ унта.

Çырăва район администрацине ярса патăмăр. Унтан çакăн пек хурав килчĕ: «Уравăшри ял клубĕ централизациленĕ клуб системин директорĕ çирĕплетнĕ графикпа ĕçлет. Тунтикунтан пуçласа кĕçнерникунччен 10–14 сехетсенче, каçхине 18–20 сехетсенче. Эрнекун 10–10 тата 18–22 сехетсенче. Шăматкун 10–13 тата 19–22 сехетсенче. Вырсарникун – канмалли кун. Тĕрĕслев Уравăш ял клубĕн заведующийĕ ĕç режимне пăхăннине кăтартса пачĕ. Июнĕн 8-мĕшĕнчен тытăнса июлĕн 8-мĕшĕччен вăл çулленхи отпускра пулнă.

Ку учрежденире ачасем валли «Телей пайăркисем», аслисен «Телей» тата «Шанчăк» вокал кружокĕсем, ачасен «Грация» ташă кружокĕ ĕçлеççĕ. Ку пултарулăх ушкăнĕсем районти тата республикăри фестиваль-конкурссене хастар хутшăнаççĕ.

Июнь–август уйăхĕсенче Уравăш клубĕнче «Ачалăх тĕнчи» вăйă программи иртнĕ. Инвалидсем патне тухса «Пĕтĕм чĕререн» ятпа концерт кăтартнă. Çамрăксен кунĕ тĕлне «Хаваслă шăматкун» программа йĕркеленĕ. Çамрăксен тата Механизаторсен урамĕсен кунне ирттернĕ. «Шанчăк» коллектив районти Акатуй концертне хастар хутшăннă. Мĕнпур мероприятие Уравăш ял тăрăхĕн официаллă сайтĕнче çутатаççĕ.

Хушса çапла пĕлтеретпĕр: Уравăшри клуб заведующийĕ районти культура çурчĕ çумĕнчи «Тивлет» юрăпа ташă ансамблĕ тата «Санар» фольклор ансамблĕн хастар участникĕ. Ку ушкăнсем концерт программипе район тăрăх кăна çÿремеççĕ, ытти районсене, çавăн пекех ют регионсене те тухаççĕ. Июнĕн 23-мĕшĕнче, сăмахран, Улатăр районĕнче иртнĕ Республика кунне хутшăннă. Июнĕн 24-мĕшĕнче Республика кунĕнче Шупашкарта номерсем кăтартнă. Июлĕн 7-мĕшĕнче Марий Эл республикинче иртнĕ регионсем хушшинчи «Йăх-несĕлсен çĕрĕ» фольклорпа этнографи уявне, Саратов облаçĕнчи Акатуя, августăн 24-мĕшĕнче Пăртас ял кунне хутшăннă.

«Тивлет» юрăпа ташă ансамблĕн репетицийĕсем ытларикунсерен 10–12 сехетсенче, эрнекунсерен 14–16 сехетсенче, «Санар» ансамблĕн – кĕçнерникунсерен 10–12 сехетсенче районти культура çуртĕнче иртеççĕ».

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Октябрь 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ