Комбайн çуннă

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 14.09.2019, 10:05 Просмотров: 303

Хĕрÿ вырмара ял хуçалăх техники çулăмран шар курни, тĕрĕссипе, сайра пулăм мар. Агрегатсенче топливо запасĕ пур, çитменнине, вĕсем ир пуçласа каçчен типĕ тырпул уйĕсенче ĕçлеççĕ.

Çавăнпах çак вăхăтри ял хуçалăх ĕçĕсем пушарсем тĕлĕшĕнчен уйрăмах хăрушă шутланаççĕ. Кăçалхи ĕççи те инкексĕр иртмест. Августăн 20-мĕшĕнче, сăмахран, Комсомольски районĕнче уйра тырă пухакан комбайн тăрук хыпса илнĕ. Вăл хытах сиенленмен, ăна çăлса хăварма май килнĕ.

Кĕçнерникун, ак, каллех республикăри массăллă информаци хатĕрĕсенче комбайн çуннă пирки хыпар сарăлчĕ. Инкекĕ вара унчченхи кун хамăр районта тухнă-мĕн...

«Çулăмпа иленнĕ техника аш-какай комбиначĕн хушма хуçалăхĕн. «Acros-530» комбайн Авăрçырмипе Йăлтăм хушшинчи люцерна уйĕнче ĕçленĕ çав кун. Каç еннелле, 17 сехет тĕлнелле, кĕтмен çĕртен çулăм тивсе илнĕ. Инкек вырăнне çывăхри Элĕкри пушарпа çăлав чаçĕ васкавлă çитнĕ. Апла пулин те комбайн тĕпĕ-йĕрĕпе çуннă, усă курма юрăхсăра тухнă. Мĕн сăлтавпа пуçланнă пушар – хальхи вăхăтра пуренлĕн иртекен тĕрĕслевсем кăтартĕç», – пĕлтерчĕç асăрхавпа профилактика ĕçĕ-хĕлĕн районти уйрăмĕнчен.

Çакнашкал инкеклĕ тĕслĕхсем ан пулччăр тесен техникăна ĕçлеттернĕ чух çав тери асăрхануллă пулни кирлĕ. «Хăрушсăрлăх правилисем ыйтнă тăрăх, уя тухакан кашни ял хуçалăх машинине икĕ огнетушительпе тивĕçтермелле. Çавăн пекех пĕрле кĕреçе, тивсе илнĕ вырăна сÿнтерме çителĕклĕ шыв пулмалла. Паллах, механизаторсен пушар пуçланас-тăк хăйсен мĕн тумаллине аван пĕлмелле. Ял хуçалăх машинисемпе усă курнă чух ĕç сыхлавĕн правилисене те кашни хуçалăхра çирĕп пăхăнма тивĕçлĕ. Юсавсăр техникăна вырма тата ытти ĕçсене вуçех хутшăнтарма юрамасть», – терĕ асăрхав тата профилактика ĕçĕ-хĕлĕн районти уйрăмĕн пуçлăхĕ Алексей Петров.

Ирина ПЕТРОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика