Урăлăхра – халăх телейĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 14.09.2019, 10:06 Просмотров: 269

Алкоголь витĕмлĕхĕпе кĕрешес тата сывă пурнăç йĕркине анлăрах сарас тĕллевпе юнкун Пĕтĕм Раççейри урăлăх кунне паллă турĕç.

Çак кун тĕлне районти тĕп библиотека ĕçченĕсем Вăрнарти 2-мĕш шкул ачисем валли «Эпĕ урă пурнăç йĕркине суйлатăп» ятпа информаци сехечĕ йĕркеленĕ.

Библиотека ĕçченĕ çак датăн историне илсе кăтартнă. Чи малтан ăна 1911 çулта Чиркÿ пуçарнипе Санкт-Петербургра «Урăлăхра – халăх телейĕ» лозунгпа ирттернĕ. Уяв кунĕнче патшалăхăн эрех лавккисене уçман, алкоголь продукцине сутман. Анчах та совет влаçĕ вăхăтĕнче ку куна пăрахăçланă. Çĕнĕрен ăна 2005 çулта паллă тума тытăннă.

Унта хутшăнса район тĕп больницин врач-психиатр-наркологĕ Дмитрий Николаев алкоголь çыннăн пуç мимине еплерех сиен кÿнине тĕплĕн каласа ăнлантарнă, статистикăпа паллаштарнă.

Ачасемшĕн калаçу сехечĕ усăллă пулнă, вĕсен тĕрлĕрен ыйтусем çуралнă. Врач-психиатр-нарколог кашнине пурнăçри тĕслĕх-семпе çыхăнтарса хуравланă. Дмитрий Леонидович урă çын кăна пур енĕпе те телейлĕ пулнине палăртнă. Алкоголе парăнтарсан наци те сывăрах пулĕ.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика