ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Успей подписаться! Идет подписка на районную газету "Путь победы". В почтовых отделениях стоимость подписки составляет 462 руб. 36 коп. В редакции газеты - 270 руб."

«Пурнăç – малаллах!»

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 14.09.2019 10:07 Просмотров: 71

Çапла калать Хапăсри Борис Михайлович Артемьев. 80 çула çывхараканскер, ĕмĕтленмесĕр пурăнмасть, малашлăх çутă пултăр тесе тăрăшать. Халĕ вăл çĕнĕ ĕне вити çĕклесшĕн. Хуралтăна çуррине хăпартнă ĕнтĕ.

– Ĕне выльăха усрамаллах. Сутсассăн урăх илеес çук. Вăй-хал пур чухне выльăх-чĕрлĕх тытмаллах, – терĕ Борис Михайлович. – Сĕт-çу, тăпăрчă мăнуксем валли пахалăхли, хамăр туса илни пултăр тетĕп.

Арăмĕ йывăр чирленĕрен Борис Михайлович ĕнине те хăех сăвать. Апла пулин те мăшăрĕ, Анна Егоровна, ăна сĕнÿ-канаш парса пулăшать. Артемьевсем шăкăл-шăкăл калаçса 52 çул пĕрле пурăнаççĕ. Ачисемпе мăнукĕсем хуласенче тĕпленнĕ пулин те ватăсене килсе пулăшма вăхăт тупаççĕ. Хăшпĕрисем утмăл теçеткене хыçала хăварсанах мăйракаллă шултра выльăх-чĕрлĕх ĕрчетме пăрахаççĕ. Артемьевсем вара пачах урăхла. Кăçал ĕнепе пĕрле тына пăрăва та усрасшăн. Çавăнпа та вĕсем хĕл каçма çителĕклĕ утă хатĕрленĕ. Туслă çемье кроликсем те ĕрчетет.

Аслă ывăлĕ, Илья, çемйипе Мускавра пурăнать. Кремльти ведомствăри васкавлă пулăшу станцийĕнче фельдшерта тăрăшать. Унăн йăмăкĕсем те Татьянăпа Светлана медицинăра тимлеççĕ, пĕри ача-пăча тухтăрĕ, тепри – медсестра. Александр право хуралĕнче тăнă, халĕ тивĕçлĕ канура.

Артемьевсен пахчи-анкарти пуян. Çырма-çатраллă вырăнта вырнаçнă пулин те тĕрлĕ пахчаçимĕç çитĕнтерме хевте çитернĕ. Акă чăп-чăмăркка, шултра пуçлă купăстасем аякранах курăнаççĕ. Улма йывăç пахча тулли. Панулмисене хĕвел питтинче ытарма çук.

– Ахальтен мар Пахча урамĕнче пурăнатпăр,– савăнса калаçрĕ Борис Артемьев. – Çавăнпа çырмара та панулми çитĕнтеретпĕр.

Борис Михайлович çутçанталăкăн чăн тусĕ. Урамри çырмара вăл лартнă йывăçсем – хурăнсем, пилешсем – каш-кашласа лараççĕ.  

 

Ачалăх асрах

Борис Артемьев тĕп килтех пурăнать. Унăн ашшĕпе амăшĕ сакăр ывăл çуратнă пулнă. Шел те, хальхи вăхăтра Борис Михайловичсăр пуçне пĕртăванĕсем çут тĕнчере çук.

Ватă çын ачалăхне аса илчĕ. Вăл Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланиччен пĕр çул маларах çуралнă, пĕчĕкренех колхоз ĕçĕсенче пиçĕхнĕ. 12–13 çултискер, каникула кайсанах лаша пăхма çÿренĕ. Ун чухне çулла ут-урхамаха витене хупман, курăк çитерме кайсан уçланкăрах, уй-хиртех юлнă.

– Лаша пăхакан ачасемпе çĕрĕпех тÿпене сăнаттăмăр вара, пĕр-пĕринпе ăмăртсах çăлтăр шутлаттăмăр. Сиссе те юлаймастăмăр – тутлă ыйха путаттăмăр, – аса илчĕ Борис Артемьев. – Тÿшек вырăнне тырă улăмĕччĕ. Тул çутăлнă-çутăлман вăраннă...

Вĕренÿ çÿлĕ пуçланичченех лаша пăхнă, кайран шкулалла çул такăрлатнă. Пĕр класра 30 ача пулнă. Борис Артемьев уйрăмах математика учительне Мария Аполлоновна Дубровинана ăш кăмăлпа аса илчĕ. «Питĕ ырă чунлă вĕрентекенччĕ, нихăçан та «иккĕ» паллă лартмастчĕ», – терĕ вăл.

Çемьере кĕçĕнни пулсан та ачаш çитĕнмен. Хапăсри шкулта çичĕ класс пĕтернĕ хыççăн пуçĕпех колхоз ĕçĕсене кÿлĕннĕ. Ашшĕ-амăшĕ ятне яман. 1958 çулта хастарлăхшăн, ĕç кăтартăвĕсене лайăхлатнăшăн районăн Хисеп грамотине илме тивĕçнĕ.

 

Лăпкă океан лăпкă мар

Çара кайман – арçын пулман теççĕ. Яш каччă салтак аттине тăхăнсан хĕпĕртенĕ. Служба Азербайджанпа Иран чиккинче иртнĕ. Пирĕн ентеш дисциплинăна çирĕп пăхăннă. Пограничникăн çарти юлташĕ – Украина каччи Михаил Хутренко – пулнă. Вĕсем нарядсене те пĕрле çÿренĕ.

– Нумаях пулмасть сенкер экранпа корреспондент Луганскри лару-тăру пирки каласа панине итлерĕм. Пĕлетĕр-и, пĕр арçынĕ каснă-лартнă манăн çарти тус пекехчĕ. Миша Хутренко ывăлех ку терĕм, – çирĕплетрĕ Борис Артемьев.

Хапăс каччи хĕсметре виçĕ çул та икĕ уйăх тăнă.

– Манăн çĕтĕк фуфайка тата шинель пурччĕ. Шутларăм та çартан ярсан тăван яла таврăнмасăрах Калининградри пулă ĕрчетекен организацинче тăрăшса пăхас терĕм. ,нерхи 70 салтакпа пĕрле ĕçе кĕме пытăм. Анчах та пĕр карап путсан 50 каччă шикленнипе килелле тарса пĕтрĕ, çирĕммĕн тăрса юлтăмăр, – терĕ Борис Артемьев.

Хапăс хастарĕ пулă тытас тата тирпейлес ăсталăха виçĕ уйăх вĕренет. Рефрижераторлă флотăн пулă тытакан базинче матросра ĕçлеме пуçлать.

– Малтанах тинĕсе тухсан хумсем çырана епле çапнине нумай вăхăт та сăнаймарăм – ăш пăтранма пуçларĕ. Пĕр юлташ икĕ эрне çапла хăсса выртрĕ. Тинĕсри хум силленине чăтаймарĕ, унăн çуралнă тăрăхнех таврăнмалла пулчĕ, – каласа пачĕ Борис Михайлович.

Маларах тинĕс-океанри пĕр рейс 3–4 уйăха, каярахпа çур çула тăсăлнă. Сельдь, скумбри тытнă. Вĕсене шăнтнă, тăварланă, консерв хатĕрленĕ. Пулă нумай чухне 12–14 сехет ĕçленĕ. Пĕррехинче питĕ ăнăçлă çулçÿрев пулнă – Борис Михайлович çур çулта 5 пин тенкĕ ытла ĕçлесе илнĕ. Вăл вăхăтра ку питĕ пысăк укçа пулнă.

Çурçĕр, Баренцево, Норвеги тинĕсĕсенче, Лăпкă, Атлантика океанĕсенче ишнине Борис Артемьев халĕ те манаймасть.

– Лăпкă океан вара пачах та лăпкă марччĕ. Пĕрре вăйлă тăвăл тухрĕ, мана ахăрсамана çитнĕн туйăнчĕ,– палăртрĕ кил хуçи.

«Рыбацкая слава», «Боевая слава», «Снечкус», «Шторм», «Кедрис» ятлă карапсенче ĕçленĕ. Экватор урлă темиçе хут та каçнă. Мĕнле кăна ют çĕршывсене çитсе курман пулĕ: Англи, Франци, Норвеги, Канада, Куба... ,çри пысăк кăтартусемшĕн тата карап экипажĕнчи обществăлла ĕçсене хастар хутшăннăшăн Мухтав хучĕсене темиçе те илме тивĕçнĕ.

Борис Артемьев тинĕс-океанра пĕтĕмпе 12 çул çÿренĕ. Çав вăхăтрах çемье çавăрнă. Анчах та тăван ен чĕнĕвĕ хытах илĕртме пуçласан çуралнă тăрăхах, юратнă мăшăрĕпе ачисем патне, таврăннă. Чапаев ячĕллĕ колхозра тăрăшма пуçланă. Тивĕçлĕ канăва кайичченех тăван хуçалăхра вăй хунă.

Елена ПОРФИРЬЕВА.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Октябрь 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ