Çĕр вăрçтарать...

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 14.09.2019, 10:09 Просмотров: 272

Пĕрремĕш çур çулта Росреестрăн Чăваш енри управленийĕ Çĕр саккунне пăснипе çыхăннă 198 çăхава пăхса тухнă. Чылайăшĕ кÿршисем вĕсен лаптăкĕ çине кĕрсе кайни çинчен пĕлтернĕ...

Çăхавсене пăхса тухнă хыççăн çакă палăрнă: кÿршисенчен пĕри те çĕрĕн чиккисене палăртман. Çавна май вăл е ку çын хăйĕн ирĕкĕпе ют лаптăка ярса илнĕ тесе çирĕплетме сăлтав çук.

«Çăхав çыриччен çĕр лаптăкĕсен чиккисем пуррипе çуккине пĕлмелле, – теççĕ управлени специалисчĕсем. – Çакна Росреестр сайтĕнчи кадастр картти çинче тĕрĕслеме пулать. Шырав чÿречине çĕр лаптăкĕн кадастр номерне çырмалла кăна».

Çĕре чикĕлемен-тĕк кадастр инженерĕнчен çак ĕç-хĕле пурнăçлама ыйтмалла. Кадастр ĕçĕсен вăхăтĕнче кÿршĕллĕ вырнаçнă çĕрпе усă куракансемпе килĕшсе татăлса лаптăк чиккине палăртаççĕ. Мишавай планне тĕпе хурса лаптăк чиккисен сведенийĕсене куçман пурлăхăн пĕрлехи патшалăх реестрне кĕртеççĕ.

Тепĕр чухне çумри лаптăк хуçи палăртнă чикĕсемпе килĕшмесен те пултарать. Çавăн пек чухне вăл Росреестртан кÿршине хăйĕн лаптăкĕн чиккисене унпа килĕштерме хушу памашкăн ыйтма пултарать. Управленин вара кун пек ирĕк çук. Кунашкал тавлашăва судпа татса памалла.

Росреестрăн Чăваш енри управленийĕн пресс-служби.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика