ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Успей подписаться! Идет подписка на районную газету "Путь победы". В почтовых отделениях стоимость подписки составляет 462 руб. 36 коп. В редакции газеты - 270 руб."

Палăксене юсаççĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 14.09.2019 10:09 Просмотров: 53

Çитес çул – пысăк юбилейлă, уйрăммăн кĕтекен çул. Пирĕн асаттесемпе асаннесем, мăн асаттесемпе мăн асаннесем çĕршыв историйĕнчи чи хăрушă вăрçăра тăшмана çĕнтернĕренпе 75 çул çитет.

Вăхăт нумаях та юлмасть, аслă ăрăвăн паттăрлăхне хисеплесе çитес Çĕнтерÿ кунне чаплăн, чыслăн уявлама хатĕрленмелле пирĕн.

Тĕрĕссипе, районта хатĕрленÿ ĕçĕсем тахçанах пуçланнă ĕнтĕ. Вăл шутра кашни поселенире вăрçă паттăрĕсене асăнса лартнă палăксене йĕркене кĕртессипе тимлеççĕ. Куратпăр, поселокра та тĕп площадьре хĕрÿ ĕç пырать – Астăвăм скверне хăтлăлатса çĕнĕ сăн кĕртеççĕ.

Шĕнер Ишек ял поселенийĕнче, сăмахран, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуçĕсене хунисене сума суса лартнă палăксем тăваттă. Вĕсене тирпейлĕ тытасси, хăтлăх кĕртесси – поселени администрацийĕн яланхи тимлĕхĕнче. Кăçал, ак, Шуркасси Ишек ялĕнчи кивĕ палăка çĕннипе улăштарма йышăннă. Юсав ĕçĕсене çулла ирттернĕ. Вырăнти халăх хăйĕн паттăрĕсене хисеп тума Çĕнтерÿ кунĕнче çĕнĕ палăк умне пухăнĕ.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Октябрь 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ