Ача-пăча ял тултартăр

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 14.09.2019, 10:10 Просмотров: 323

Хальхи вăхăтра демографи лару-тăрăвĕ лайăхлантăр тесе хĕрарăмсене ача çуратнăшăн патшалăх укçа-тенкĕ парса хавхалантарать.

Анчах çак пулăшу та вĕсен кăмăлне пĕтĕмпех тивĕçтереймест пулас. Нумай ачаллă хĕрарăмсем пурпĕр шутлă кăна. Ялсенче шăпăрлансен сасси сахал илтĕнет. Хăшпĕр тăрăхра шкулсене те хупрĕç, клубсен, лавккасен алăкĕсем те питĕрĕнчĕк. Ялсем ватăлаççĕ, аслă ăрурисем пурнăçран уйрăлсан пушă юлнă пÿрчĕсем пуçĕсене пĕксе лараççĕ. Çакă пĕтĕмпех ялсенче çамрăксем юлманнипе, ачасем сахал çуралнипе çыхăннă пулĕ тетĕп.

Иртнĕ ĕмĕрте укçа парасса пăхмасăрах ачасем нумай çуратнă.

Тĕслĕхрен, Малтикас Ялтăрари хăшпĕр çемьесене илер. Нинăпа Николай Филипповсем, Валерий Матвеев, Раиса Николаева мăшăрĕсемпе пилĕкшер–çичшер ача çуратса пурнăç çулĕ çине тăратнă. Матвеевсем çичĕ ачана кун çути парнеленĕ. Нихăшĕ те лавкка умĕнче эрех-сăра ĕçсе тăман. Кашни ачи Шупашкарта хваттерлĕ, хăйсем тăрăшнипе туяннă, ашшĕ-амăшĕн пулăшăвне кĕтмен.

Раиса Николаева мăшăрĕ çут тĕнчерен ир уйрăлса кайнă пулсан та пилĕк ывăлĕпе пĕр хĕрне çын тăвасшăн куç хупмасăр ĕçленĕ. Колхозăн хăй вăхăтĕнче кирпĕч завочĕ пурччĕ. Унта ĕçлекен Раиса Николаева аслăрах ачисене кирпĕч çĕклеме пулăшма хăйпе пĕрле илетчĕ.

Аслă хĕрĕ Шупашкарта больницăра медсестрара тăрăшать, ывăлĕ Станислав районти полици пайĕн уголовлă шырав уйрăмĕн пуçлăхĕнче вăй хурать. Александрпа Сергей техникумран вĕренсе тухнă. Тепĕр ывăлĕ Николай – Шупашкарта. Пурте ачаллă-пăчаллă. Çапла вара Раиса Николаева ултă ачине пĕчченех çĕрне-кунне пĕлмесĕр ĕçлесе, тĕрĕс воспитани парса пурнăç çулĕ çине тăратнă.

Инкек куçа курăнмасть. Анчах çемьене пысăк хуйхă çитсе çапать, кĕçĕн ывăлĕ аварие лексе вилмеллех аманать.

Николай Филипповпа мăшăрĕ пилĕк ачана – виçĕ ывăлпа икĕ хĕре – кун çути парнеленĕ. Николай мĕн пенсие тухичченех пассажирсене автобуспа турттарнă.

Нина мăшăрĕ колхозра дояркăра ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă.

Çак çемьесем нихăçан та нăйкăшман, ачисене те вĕрентнĕ, пурнăç çулĕ çине тăма та пулăшнă. Хăйсен тĕпренчĕкĕсене епле пăхса ÿстерессинчен хăраман. Тăван çĕршыва юрăхлă граждансем çитĕнччĕр тесе тăрăшнă. Ашшĕ-амăшне тав тăвас килет, вĕсене вăрăм ĕмĕр, çирĕп сывлăх сунатăп.

Нина ПАРАМОНОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика