ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Успей подписаться! Идет подписка на районную газету "Путь победы". В почтовых отделениях стоимость подписки составляет 462 руб. 36 коп. В редакции газеты - 270 руб."

Пуян историе сăнланă

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 14.09.2019 10:11 Просмотров: 65

Калинино ял поселенийĕн хăйĕн геральдики пулĕ. Герб тĕслĕхне хайласа хатĕрленĕ ĕнтĕ.

Пурне те паллашма поселенин официаллă сайтĕнче вырнаçтарнă. Ку тăрăхра пурăнакансене ăна сÿтсе явассине хутшăнма йыхравлаççĕ.

Гербăн символла пĕлтерĕшне – мĕншĕн шăпах çакăн пек ÿкерчĕксемпе, сăрăсемпе – сăнланине çапла ăнлантараççĕ. Калинино (Норусово) – Чăваш енри чи авалхи саласенчен пĕри, унăн историйĕ чылай ĕмĕр пуянланса çырăнса пынă. Ун çинчен асăнни Атăл çинчи чăвашсен пурнăçĕпе йăли-йĕркисене тĕпченĕ нимĕç çулçÿревçин Зигмунд фон Герберштейнăн 1514–1526 çулсенчи алçырăвĕсенче пĕрремĕш хут тĕл пулать. Историлле документра Никольское Норусово тесе палăртни пур. 1781 çулта сала вулăс правленийĕн центрĕ пулса тăнă, ку статус 1927 çулчченех сыхланнă. 1938 çултанпа РСФСР Аслă Канашĕн Президиумĕн указĕпе Норусовăна Калинино ятпа ылмаштарнă.

Герб çинчи кĕмĕл витĕ (пĕр-кенчĕк), акă, вырăнти чиркĕве ытарлăн сăнарлать. Хĕрес евĕр ÿкерчĕкĕн те пĕлтерĕшĕ хисеплĕ – сала транспорт çулĕсемпе республикăн тĕрлĕ енĕсене çыхăнтарнине пĕлтерет: Калинино Шупашкар – Çĕмĕрле, Пăрачкав, Улатăр, Шупашкар – Вăрнар, Йĕпреç; Канаш – Çĕмĕрле çулĕсен хĕресленĕвĕнче вырнаçнă.

Кĕмĕл (шурă тĕс) те герб çинче ăнсăртран мар – сала витĕр сарăлса юхакан Мăн Çавал тата çутçанталăк парнеленĕ тĕлĕнмелле пуянлăхăн, Кÿлхĕрри кÿллин, символĕ. Сăмах май, ку кÿлĕ шыв калăпăшĕпе республикăра чи пысăкки, патшалăхăн тимлĕ хÿтĕлевĕнче.

Хĕрлĕ тĕс – ĕçпе уяв символĕ, Нурăс пасарне сăнарлать. Кунта тĕрлĕ çулсем хĕресленнĕрен ХХ ĕмĕр пуçламăшĕнче вăл таврара чи пысăкки пулнă, кĕрлесе кăна тăнă. 1917 çулччен салара çичшер кун тăсăлакан «Çимĕк ярмăркки» иртни паллă.

Герб тĕслĕхĕ пирки хăйĕн шухăшĕсене-сĕнĕвĕсене пĕлтерес кăмăл пуррисене ял поселенийĕн администрацийĕнче йышăнаççĕ.

Ирина ЯКОВЛЕВА.  

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Октябрь 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ