Ырăлăх акцине хутшăнса

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 14.09.2019, 10:11 Просмотров: 357

Çамрăк ĕçченсен канашĕ пуçарнипе «Август» Фирмăн «Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ» филиалĕнче нумай ачаллă тата сахал тупăшлă çемьесене пулăшассипе ыркăмăллăх акцийĕ иртнĕ.

Завод ĕçченĕсем августра, сентябрь пуçламăшĕнче ачасене валли вĕренÿ, творчество хатĕрĕсем, теттесем, тумтир, кĕнекесем пуçтарнă.

Сентябрĕн 5-мĕшĕнче, Пĕтĕм тĕнчери ыркăмăллăх кунĕнче, çамрăксен канашĕн членĕсем пухăннă япаласене Вăрнарти çемьесене çитернĕ. Çак эрнере вара вĕсем Кÿстÿмĕрте, Отиккăвăра, Хурăнсур Çармăсра, Çĕрпелте, Элмен Сунарта, Анаткас Хапăсра, Шăхальте пурăнакан нумай ачаллă çемьесене парнесем кÿнĕ.

Заводăн çамрăксен канашĕ кунашкал ыркăмăллăх акцине çулсеренех йĕркелет. Пĕлтĕр нумай ачаллă çемьесем парнесене Амăшĕн кунĕнче тивĕçнĕччĕ. Маларахри çул вĕсем ача сачĕсенче пулса кĕçĕннисене Пĕлÿ кунĕпе саламланăччĕ.

Людмила ИВАНОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
23 24 25 26 27 28 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика