Тепĕр парти кÿрсе килнĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 14.09.2019, 10:12 Просмотров: 304

Республикăра «Экологи» наци проекчĕ йĕркипе çÿп-çап реформи анлăн пурнăçланать, вăл шутра – Вăрнар районĕнче те.

Хальхи вăхăтра районта çÿп-çап пухмалли 269 площадка йĕркеленĕ. Вĕсенче 506 контейнер вырнаçтарĕç.

Юнкун евроконтейнерсен тепĕр партине кÿрсе килнĕ. Пĕтĕмпе 156. Вĕсене ял поселенийĕсене ăсатĕç.

Çÿп-çап çаврăнăшĕн çĕнĕ йĕркипе килĕшÿллĕн пĕлтĕр кунашкал контейнерсене Вăрнар хула поселенийĕнче кăна вырнаçтарнăччĕ. Кăçал ялсем валли евроконтейнерсен пĕр партине августра кÿрсе килнĕччĕ.

Иртнĕ уйăхра тивĕçтернĕ контейнерсем симĕс тĕслĕччĕ, халĕ – кăвак. Çакă малашлăхра çÿп-çапа уйăрса пуçтарассине йĕркелеме май парĕ.

Пĕтĕмпе евроконтейнерсем туянма республика бюджетĕнче 87 миллион тенкĕ пăхнă. Вăл шутран Вăрнар районне 3 миллион та 940 пин ытларах тенки тивĕçет.

Ял поселенийĕсенче пĕтĕмпе 277 контейнер площадки йĕркелемелле.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика