Уртаракан чир ерет

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 14.09.2019, 10:12 Просмотров: 336

Чăваш ен Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн утă уйăхĕнче алă пуснă 259-мĕш номерлĕ хушăвĕпе килĕшÿллĕн Кÿлхĕрринче уртаракан чир тупнăран яла икĕ уйăха карантина хупнă.

Уртаракан чир (бешенство) – çыншăн та, чĕрчуншăн та хăрушă. Чирлĕ чĕрчун хăрама пăрахать, çынна тапăнса чир ертме пултарать. Тискер чĕрчунсем, ытларах тилĕсем, ялсем çывăхĕнчи çырма-çатрара йăвасем туса пурăнаççĕ. Ку чиртен сиплеме пулмасть.

Чăваш Республикин патшалăх ветеринари служби асăрхаттарать:

– вăрманта е уй-хирте ÿссе кайнă курăксем, тĕмĕсем, хыт хура хушшинче тилĕсем ухутана тухаççĕ, кун кунлаççĕ;

– чĕрчунсене (тилĕсене) куртăр пулсан вĕсем патне çывхарма юрамасть, шăппăн иртсе каймалла;

– тилĕ çурисене курсан та вĕсем патне ан çывхарăр, мĕншĕн тесен тилĕ çывăхрах çÿрет. Çурисене хÿтĕлес тесе вăл тапăнма пултарать;

– тискер чĕрчунсене куратăр пулсан çухалса каймалла мар, чĕрчунсем çын хăранине туяççĕ, сисеççĕ;

– чĕрчун сире тапăнчĕ пулсан, алри мĕнпур япалапа (çĕçĕ, патак, чул) сыхланăр, хăвăра çыртса илме ан парăр.

Тискер чĕрчун тапăнса çыртса илчĕ пулсан тăхтаса тăмасăр сиплев учрежденине каймалла.

Вăрнарти ветеринари станцийĕн специалисчĕсем уртаракан чиртен тÿлевсĕр майпа вакцинаци пур выльăха та тăваççĕ. ,ç кунĕсенче 8 сехетрен пуçласа 16 сехетчен. Канмалли кунсенче 8 сехетрен пуçласа 14 сехетчен йышăнаççĕ. Ыйтса пĕлмелли телефон номерĕсем: 2-50-48, 2-56-67.

Владимир МАТВЕЕВ,

выльăх чирĕсемпе

кĕрешекен районти станци пуçлăхĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика