Лайăх ят мултан та паха

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 18.09.2019, 14:18 Просмотров: 292

Кăçал килти хушма хуçалăх тытакансен кăмăлĕ çĕкленÿллĕ пулнине час-часах асăрхама пулать. Ара пахчаçимĕçĕ те, улми-çырли те лайăх тухăç панă-çке.

– Çĕрулмине ниçта хума çук, улмуççисем, грушисем çимĕçĕсене йăтайми лараççĕ, – пĕлтерчĕ Вăрнарти Альбина Львова. – Кĕр парнеллĕ çав.

Çуллахи вăхăта вăл çулсеренех Уйкас Кипекре ирттерет. Кил хуçи хĕрарăмĕ грушăпа панулмирен компот нумай хатĕрленĕ. Кĕр парнипе тухăçлă усă курма тăрăшать. Тăватă мăнукĕ яла килсен сĕтел авăничченех апат-çимĕç хатĕрлесе лартать. «Пирĕн кукам епле ĕçчен», – тет аслă мăнукĕ, Мускаври транспорт университетĕнче пĕлÿ пухаканскер. Альбина Андреевнан кил картинче тата кайăк-кĕшĕкĕ, самăр кăвакалĕсем те йышлă. Шутласа та пĕтереймĕн.

Альбина Львова пĕчченех пурăнать. Хаклă мăшăрĕ Василий Яковлевич çулталăк çурă каялла çут тĕнчерен вăхăтсăр уйрăлса кайнă. Унпа вăл телей-савăнăçа та, хуйха-суйха та яланах пĕрле пайланă. Йывăр çухату хыççăн кил хуçи хĕрарăмĕн ал усăннă. Икĕ хĕрĕ, мăнукĕсем час-часах килсе çÿрени Альбина Андреевнан кăмăлне уçма пулăшнă. Тата Альбина Андреевна кÿршĕ-аршăпа питĕ туслă. Пĕр-пĕрне пулăшма çÿреççĕ.   Ольга Осипова, Елена Егорова, Галина Емельянова çемйисене Альбина Львова ырăпа асăнчĕ. «Лайăх кÿршĕсем килти çемье пекех», – терĕ вăл.

Альбина Андреевна хастар чăваш хĕрарăмĕ. Ветерансен районти хорне çÿрет. Концертсене, фестивальсене час-часах хутшăнать. Палăртмалла, 2010 çулта хора çÿреме ăна шăпах та мăшăрĕ хавхалантарнă. Альбина Андреевна виçĕ çул каялла коллективпа Севастопольте иртнĕ чăвашсен Акатуйне хутшăннă.

Юрра-ташша ăста, ĕçчен хĕрарăм ĕнер юбилей кĕрекине ларчĕ, вăл 70 çул тултарчĕ.

– Альбина Андреевнăна сумлă юбилейпе саламласа мĕнпур ыррине сунатпăр. Унăн ĕмĕр сукмакĕпе пĕр такăнмасăр утмалла, куракансене çепĕç сассипе тата нумай-нумай çул савăнтармалла пултăр, – саламларĕ юбиляра районти ветерансен хорне çÿрекенсен ячĕпе Антонина Филимонова.

Альбина Львова Канаш районĕнчи Çĕнĕ Туçа ялĕнче нумай ачаллă çемьере çуралса ÿснĕ. Ашшĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă. Фронтран килсен колхоз председателĕнче вăй хунă. Шел пулин те, вăрçа пула сывлăхĕ унăн хытах хавшанă. 44 çулта ĕмĕрлĕхех куçĕсене хупнă. Альбинăн аслă пиччĕшĕсем трактористра тăрăшнă. Вĕсем амăшĕшĕн тĕрек пулнă. Альбинăпа йăмăкĕ те пĕртăванĕсенчен юлман. Амăшне кил-тĕрĕшре ĕçлесе пулăшнă. Колхозра та тар тăкнă. Вунă çулта курăк çулнă, вуниккĕре тырă вырнă.   Фермăра та тăрăшнă.

Пăрчăкан пек вăр-вар хĕрача пĕр çул маларах шкула кайнă. Пĕлÿ кунĕнче иккĕмĕш сыпăкри аппăшĕ хыççăнах шкул алăкĕн урати урлă каçнă. Вĕрентекене васкасах çапла хыпарланă:

– Мана вĕренме илĕр. Эпĕ сăвă калама пĕлетĕп: «Елка, елка питĕ капăр, симĕс-симĕс йĕпписем»...

Хастар та çаврăнăçуллă хĕрачана шкултах хăварнă. Вĕренÿре лайăх ĕлкĕрсе пынă. Вăтам классенче пĕлÿ пухнă чухне математикăпа физика предмечĕсене юратнă. 8 класс пĕтерсен Çĕрпÿри ял хуçалăх техникумĕн Выльăх-чĕрлĕх фермисенчи оборудование механизацилесси тата электрофикацилесси уйрăмне вĕренме кĕнĕ. Ушкăнри 28 студентран хĕрсем улттăн кăна пулнă. 22 яш хĕр-упраçа нихăçан та кÿрентермен.

Студент çулĕсем хаваслă иртнĕ. Альбина пултарулăх ушкăнĕпе смотр-конкурссене тăтăшах хутшăнса диплом-грамотăна сахал мар тивĕçнĕ. Специальноçе алла илсен çамрăка направленипе Вăрнарти «Сельхозтехника» пĕрлешĕвне яраççĕ. Виçĕ çултан ытлашши ĕçлеместĕп тесе тĕв тунă хĕр. Анчах та шăпа урăхла килсе тухнă, пулас мăшăрĕпе паллашсан шухăш-ĕмĕтне тĕппипех улăштарнă. Пĕр-пĕрне савакансем 1973 çулта пĕрлешнĕ. Икĕ хĕре кун çути парнеленĕ. Таня – ача-пăча ÿнер шкулĕн директорĕ, Надя «Август» Фирмăн Вăрнарти филиалĕнче экономистра тăрăшать.

Альбина Львова пурнăçне Вăрнар тăрăхĕпе çыхăнтарнăранпа 48 çул çитнĕ ĕнтĕ. Вăл халĕ те «Сельхозтехникăра» пĕрремĕш çул епле ĕçленине ăшă кăмăлпа аса илет. Çамрăк специалистăн хăйĕн тивĕçне тÿрремĕн пурнăçланă май районти ял хуçалăх предприятийĕсене çитме тивнĕ. Ăна курсан хăшпĕрисем кула-кула илнĕ. Ахăртнех, хĕр фермăри оборудованине юсама пултарнине ĕненесшĕн пулман. Çамрăкăн аллинче ĕç вылянине курсан кулакансем шăпах пулнă.

Çирĕп кăмăллăскер йывăрлăх-чăрмавсене сахал мар парăнтарнă. «Сельхозтехника» пĕрлешĕвĕн участок пуçлăхĕнче вăй хунă чухне ĕç çыннисемшĕн нумай тăрăшнă, хăйĕн тивĕçне яланах тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланă. Выльăх-чĕрлĕх отрасльне аталантарнă çĕре пысăк тÿпе хывнă. Альбина Андреевнăн чаплă наградăсем çук пулин те вăл пачах та пăшăрханмасть. Чи кирли – çынсен хисепĕ. «Лайăх ят мултан та паха»,– тенĕ ваттисем. Альбина Львовăпа   пĕр вăхăтра ĕçленĕ специалистсем, ĕç çыннисем хăйсене професси тĕлĕшĕнчен ăсталăха туптама пулăшнăшăн, ырă кăмăллă пулнишĕн ăна халĕ те тав тăваççĕ иккен.

Елена ПОРФИРЬЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика